103Спортпа, физкультурăпа туслă пуласси пирĕн çĕршывра ырă йăлана кĕнĕ. Вăрмар районĕнче пурăнакансем те сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе курăмлăн палăрса тăраççĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. Тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хутшăнакансен шучĕ хĕлле те, çулла та яланах пысăк. Вĕсем хушшинче ачасем те, çамрăксем те, вăтам ÿсĕмрисем те, ветерансем те йышлă.

Ветерансем тенĕрен, хăш чухне вĕсем тепĕр çамрăкран та ирттереççĕ. Çакна кĕçнерникун «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче аслă ăрури çынсем хушшинче иртнĕ «Спортивное долголетие» VIII Спартакиадăра курса ĕненме тÿр килчĕ. Ăмăртусене Вăрмар хула, Шăхаль, Чупай, Кивĕ Вăрмар, Арапуç ял тăрăхĕсен представителĕсем хутшăнчĕç, шывра ишсе, дартс енĕпе, сĕтелçи теннисла выляса пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Мĕншĕн тĕлĕнтерчĕç-ха? Мĕншĕн тесен питĕ активлă вĕсем, кашниех ÿт-пĕвĕпе те, кăмăлĕпе те çирĕп, вăй-халĕ тапса тăрать. Çав вăхăтрах чăн-чăн кулă ăстисем пекех пĕр-пĕрне шÿтлĕ сăмах çаврăнăшĕсемпе хавхалантарса тăраççĕ.

Спорт мероприятийĕн торжествăлла пайĕнче Вăрмар район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Кошельков, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ Ирина Дмитриева тухса калаçрĕç, Спартакиадăна хутшăнакансене çĕнтерÿ патне ăнтăлма çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунчĕç, çав вăхăтрах спорт уявĕн кашни минучĕпе киленсе савăнма манмалла маррине те аса илтерчĕç.

Ăмăртакансем чăнах та маххă памарĕç. Шывра та пулă пек ишрĕç, дартс енĕпе те маттур пулчĕç — опытлă сунарçăсем пекех мишене тĕл персе лектереççĕ, теннисла та вăр-вар вылярĕç. Çапла пулмасăр, пурте тенĕ пекех вĕсем хăйсен пурнăçне физкультурăсăр курмаççĕ, кулленех спорт хăнăхтарăвĕсем туса ÿт-пĕв­не пиçĕхтереççĕ, бассейна çÿреççĕ, çулла çурран чупаççĕ, хĕлле — йĕлтĕрпе.

Çапла вара Спартакиада ветерансенчен чи хастаррисене палăртрĕ. Шывра ишессипе арçынсем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи Геннадий Григорьев 1-мĕш, Кивĕ Вăрмарти Виталий Марков 2-мĕш, Шăхаль ялĕнчи Юрий Пашков 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче Чупай ялĕнчи Нина Григорьева 1-мĕш, Кивĕ Вăрмарти Зоя Маркова 2-мĕш, Вăрмар поселокĕнчи Тамара Викторова 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Дартс енĕпе арçынсем хушшинче 1-мĕш вырăна Шăхаль ялĕнчи Юрий Пашков, 2-мĕш вырăна Вăрмар поселокĕнчи Дмитрий Каланов, 3-мĕш вырăна Кивĕ Вăрмарти Виталий Марков тухрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче Арапуçĕнчи Нина Петрова 1-мĕш, Кивĕ Вăрмарти Галина Алексеева 2-мĕш, Вăрмар поселокĕнчи Людмила Голубева 3-мĕш пулчĕç.

Сĕтелçи теннисла выляса арçынсем хушшинче 1-мĕш вырăна Шăхаль ялĕнчи Юрий Пашков, 2-мĕш вырăна Арапуçĕнчи Геннадий Никитин, 3-мĕш вырăна Вăрмар поселокĕнчи Геннадий Григорьев тивĕçрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче Арапуçĕнчи Нина Петрова 1-мĕш, Вăрмар поселокĕнчи Людмила Агапова 2-мĕш, Вăрмар поселокĕнчи Людмила Голубева 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Пĕтĕмĕшле командăсем хушшинче вара 1-мĕш вырăна Вăрмар хула тăрăхĕн команди тухрĕ, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн команди 2-мĕш, Арапуç ял тăрăхĕн команди 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç.

Савăнăçлă та интереслĕ иртрĕ аслă ăрури çынсем хушшинчи Спартакиада, пурин кăмăл-туйăмне те çĕклерĕ. Ăмăртакансем малалла та çакăн евĕр мероприятисене хутшăнма сăмах пачĕç.

х      х      х      х

Çуран утар-и?

Спорт сывлăха сыхласа хăварма пулăшать, кăмăл çирĕплĕхне аталантарать. Çапах та çыннăн çул ÿсĕмне, кăмăл-туйăмне, вăхăчĕ çуккине кура е урăх сăлтавпа активлă спорт пурин валли те мар. Мĕн сĕнеççĕ-ха çакăн пек чухне специалистсем? Баскетбол, çăмăл атлетика е спортăн активлă ытти тĕсĕсем пекех çуран утни те организма пысăк усă кÿнине палăртаççĕ вĕсем.

Çуран утасси кашни çыншăнах тенĕ пек ансат. Çуран утас тесен спортзала та каймалла мар, ятарлă экипировка та шырамалла мар. Тум-тирĕн, атă-пушмакăн меллĕ пулмалла тата кăмăл туртăмĕ кăна кирлĕ.

Талăк хушшинче çыннăн миçе утăм тумалла? Пĕтĕмпех унăн çул ÿсĕмĕнчен тата сывлăхĕ мĕн­ле пулнинчен килет. Камшăн-камшăн 1000 утăм тă­васси те паттăрлăх, хăшĕсемшĕн вара пĕрре те ывăнмасăр 15000 е 20000 утăм тăвасси те ним те мар.

Нумайăшĕ чупса тенĕ пек хăвăрт утни, ятарлă хатĕрсемпе усă курни /тĕслĕхрен, скандинави утти/ кăна тĕрĕс тесе шутлать. Пачах та тепĕр майлă иккен. Харпăр хăйне вăйпитти туйма, сывлăха çирĕп­летме утнă чухне хăвăртлăха ÿстерме сĕнмеççĕ /уйрăмах тренировкăсене тин пуçланă чухне\. Вăрăммăн ярса пусса утсан хăвăртлăх чакать, çын ывăнать. Анчах та ытлашши майĕпен те утмалла мар. Сехетре 4-5 километр утни вара энергине ÿстерет, кăмăл-туйă­ма та çĕклет.

Çын кунне мĕн чухлĕ утнине мĕнле пĕлмелле? Хăвăр миçе утăм тунине пĕлес тесен тĕрлĕ хатĕрсемпе усă курма пулать. Смартфон çине ятарлă приложени лартăр, активлăха тĕрĕслеме шагомер, смарт-сехет е хальхи йышши урăх гаджет туянăр.

Çуран утма мĕнле атă-пушмак кирлĕ? Атă-пушмак суйланă чухне чи пĕлтерĕшли — унăн меллĕ, çăмăл, çирĕп пулмалла, урана сывлаттармалла. Енчен те пĕр-пĕр кун нумай утма планласан çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмак е пляжра тăхăнмалли тапочки тăхăнмалла мар.

Çуран утма кичем ан пултăр тесен вăхăт-вăхăтпа маршрута улăштарма сĕнеççĕ. Асфальтран ывăнтăр-и? Тÿрем мар вырăнсене суйлăр. Сăртлă-туллă вырăнсем йăлăхтарчĕç-и? Кил-çурт тавра е юнашарти стадионта çаврăмсем тăвăр. Тĕрлĕ маршрутсемпе уçăлса çÿреме кăсăклăрах, хăвăр пурăнакан тавралăхпа та лайăхрах паллашма май парать.

Транспортпа çÿрессине май килнĕ таран çуран утассипе улăштарăр. Канмалли кунсене компьютер е телевизор умĕнче ларса ан ирттерĕр — парка е сквера уçăлма тухăр. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче те уçă сывлăша тухса кĕме хăнăхни аван.

«Хусканусăр пурнăç çук» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.Данилова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика