portret1Кĕçнерникун ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Правительство çуртĕнче республикăри журналистсемпе уçă калаçу ирттернĕ. Чи малтанах вăл республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа панă, кăçалхи 10 уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Промышленноç производствин индексĕ 104,8 процента çитнĕ. Ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе те çитĕнÿсем пысăк, суту-илÿ çаврăнăшĕ 104 процента хăпарнă. Çурт-йĕр хута ярассипе те кăтартусем лайăх, 107 процентпа танлашаççĕ.

Паянхи кун чи актуаллă ыйтусенчен пĕри — Чăвашкредитпромбанкăн шăпи. Ку енĕпе ыйтусем нумай халăхăн. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев банк хыпарĕсем пирки кĕскен ăнлантарса панă. Ыйту пĕлтерĕшлĕ, апла пулсан пурин те пĕрне-пĕри килĕшсе ăнланса пыма тăршмалла. Ку банкра малалла вăхăтлăх администраци ĕçлĕ. Страховани йĕркипе килĕшÿллĕн уйрăм çынсен вклачĕсене пĕр çын пуçне 1,4 миллион тенкĕрен ытларах мар пулсан çывăх кунсенчех тавăрса пама пуçлĕç. Пысăкрах суммăсене конкурс производстви хыççăн таврăса парĕç.

Калаçу вăхăтĕнче журналистсем медицина ĕçченĕсем пирки те сăмах пуçарнă. Паянхи куна медицина учрежденийĕсене пурĕ 76,1 процент врачсемпе тивĕçтернине асăннă ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне сиплев учрежденийĕсенче 385 çын çитмест. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарас тесе тĕллевлĕ вĕрентсе кăларассипе ĕçлет. Паянхи куна илес пулсан 70 студент ытла аслă шкулсене тĕллевлĕ вĕренсе тухать.

Хулари библиотекăсене оптимизацилес пирки сăмах пуçарнă. «Эпир кĕнеке вулама юратакан регион шутĕнче. Хула влаçĕн министерствăсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемелле. Эпир республика шайĕнче ялсенче те, хуласенче те библиотекăсене тирпейлĕ тытса тăма укçа-тенкĕ яланах уйăрса пыратпăр, пурлăхпа техника базине пуянлататапăр, çулсерен бюджетран укçа уйăрса вĕсенче компьютерсем илсе пама тăрăшатпăр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Хула администрацийĕн çитес çул валли хула бюджетĕнче укçа çителĕксĕр теççĕ. Тĕрлĕ вариантсене пăхса тухмалла, тен, библиотекăсене Наци библиотекин филиалĕсем туса хума тивĕ. «Пирĕн библиотекăсене хупма пачах та тĕллев çук. Вулакансем яланах пулнă, вĕсене валли пирĕн хăтлă условисем йĕркелесе памалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Журналистсене ытти нумай ыйтусем те сахал мар канăçсăрлантарнă. Çĕнĕ Шупашкар хулинчи обществăлла вырăнсенчи чарăну вырăнĕсем, Çĕрпÿ районĕнчи çÿп-çап пухмалли полигон тата ытти те.

Икĕ сехет хушшинче пĕтĕмпе 20 ыйту панă журналистсем регион Пуçлăхне. Кашни ыйту çине тивĕçлĕ хурав панă Михаил Васильевич.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика