Февраль уйăхĕн çурринчен пуçласа Россельхозцентрăн Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем çуракине хатĕрленсе хуçалăхсенчи вăрлăхлăх тырра тĕрĕслеме пуçларĕç. Хăйсем патĕнче лабораторире унăн тасалăхне, шăтаслăхне, нÿрĕклĕхне тĕрĕслеççĕ. Вăрлăха 3-7 кун хушшинче тĕрĕсленĕ хыççăн специалистсем тырă акма юрăхлă е юрăхлă маррине хуçалăх ертÿçисене пĕлтереççĕ.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, Россельхозцентрăн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Н.Шанина ĕçлĕ визитпа Кĕтеснерти Григорий Иванович Николаевăн хресчен-фермер хуçалăхне çитсе килчĕç. Çак вăхăтра Григорий Иванович ывăлĕпе Андрей Григорьевичпа пĕрле акмалли вăрлăхлăх тырра сортировка витĕр тасатса кăларса михĕсем çине тултаратчĕç. Николай Михайлович хуçалăхра çуракине еплерех хатĕрленнипе интересленчĕ, Надежда Николаевна вара пĕчĕк хутаçа тĕрĕслемелли тырă вăрлăхне тултарчĕ. Вăрлăх пахалăхĕ пирки вĕсене çывăх вăхăтра пĕлтерме шантарчĕ.
Андрей — Григорий Ивановичăн тĕп пулăшуçи. Тĕп килпе хирĕçех темелле илемлĕ те капмар çуртра пурăнать вăл хăйĕн çемйипе. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 ывăл çитĕнтереççĕ. «Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавта халалласа Андрей ят патăмăр ăна», - хавхалануллăн каласа парать ывăлĕ пирки ашшĕ.
Андрей чунĕпе чăн-чăн ял хуçалăх çынни пулни курăнать. Шăл техникне вĕренсе тухнăскер район больницинче хăйĕн специальноçĕпе 3 çул ĕçленĕ хыççăн пĕр иккĕленсе тăмасăр фермер ĕçне суйласа илет, ашшĕпе пĕрле тăрăшма тытăнать: «Пурнăçа чун туртман ĕçпе çыхăнтармалла мар тесе шутлатăп. Пĕчĕкренех тракторпа туслă пулса ÿснĕрен çĕр çинче вăй хурасси ытларах кăмăла каять мана».
2017 çулта Николаевсем хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелесе яраççĕ. Паянхи кун 53 гектар çĕр çинче çĕрулми, тĕш-тырă, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. 18 гектар çинче кĕрхи тулă акса хăварнă. Кăçал 27 гектар çинче тыр-пул акса, 6 гектар çинче çĕрулми лартса хăварасшăн. Хуçалăхри пур ĕçе пурнăçласа пыма техника йăлтах пур вĕсен. Пĕлтĕр акă пысăк çитĕнÿ тунă — «Енисей» комбайн туяннă.
«Хальхи вăхăтра 11 тонна минераллă удобрени туянма килĕшÿ тунă. Урпан «Владимир» элита вăрлăхне 5 тонна хатĕрлесе хунă. Çурхи ĕçсене пурнăçламашкăн техника хатĕр, 3 тонна топливо туяннă», - каласа пачĕ хуçалăх ертÿçи Григорий Иванович.
Пĕлтĕрхи çĕрулми тухăçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç ашшĕпе ывăлĕ. Андрей ГАЗель автомашинăпа кашни кун тул çутăличченех çĕрулми сутма Хусана çÿренине пĕлтерчĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» вĕсенчен туянас текенсем çултан çул ÿссе пыни малалла хавхаланса ĕçлеме вăй-хал хушать.
Э.МИХАЙЛОВА.