Уяв тĕлне тирпей кĕртеççĕ

 001Çул хыççăн çул иртет. Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕренпе 75 çул хыçала юлчĕ, унăн вут-çулăмĕ витĕр тухнă ветерансем те сахаллансах пыраççĕ. Анчах та вăрçăра пуçне хунă паттăрсене халалланă палăксем халĕ пурăнакансене çĕр çинчи мирлĕ пурнăç тăван çĕршывăмăршăн мĕнле хака кайса ларнине аса илтереççĕ.

Вĕсенчен пĕри — Вăрмар поселокĕн центрĕнче вырнаçнă Çĕнтерÿçĕ-салтака халалланă палăк. Çулсеренех Майăн 9-мĕшĕнче ун умĕнче чаплă митинг иртет, ытти патриотизмла уявсем вăхăтĕнче те çынсем йышлăн пухăнса палăк умне чĕрĕ чечексем хураççĕ, паттăр ентешĕмĕрсене аса илеççĕ. Çак палăка 1975 çул­та Аслă Çĕнтерĕве 30 çул çитнĕ тĕле уçнă. Салтакăн сылтăм аллинче — автомат, сулахай аллинче — кăшăл. Палăк умĕнче — пилĕк кĕтеслĕ çăлтăр евĕрлĕ «Ĕмĕрлĕх çулăм» /«Вечный огонь»\. Икĕ енĕпе Раççейри «Город-герой» ятсене тивĕçнĕ хуласенчен илсе килнĕ тăпра упранакан кирпĕч ещĕксем вырнаçнă.

Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе çак кунсенче Çĕнтерÿçĕ-салтака халалланă палăка, ун çумĕнчи территорине тирпейлес тĕлĕшпе ĕçсем пуçланнă. Вĕсене пирĕн районти «Федоров В.Ю.» уйрăм çын предприниматель пурнăçлать. Василий Юрьевич хăй тата унпа пĕрле В.Ванюков, А.Максимов, А.Димитриев /сăнÿкерчĕк çинче/ чăн та пысăк ĕçе тытăннă. Палăк умĕнчи территорине декоративлă чул сарас тĕллевпе кивĕ плитасене сÿтсе пăрахнă, тăпра упранакан кирпĕч ещĕксене çĕнĕрен тума палăртнă, палăка сăрласа тирпейлесшĕн тата ытти те. Пархатарлă ĕçе май уйăхĕччен вĕçлесшĕн, çавăнпа ĕçченсем ирĕн-каçăн тăрăшаççĕ.

Çĕнтерÿçĕ-салтака халалланă палăка Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ тĕле юсаса тирпейленин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Вăрçă нушине тÿснĕ ăрăва, вĕсен паттăрлăхĕпе чăтăмлăхне сума суса асра тытасси — кашнин сăваплă тивĕçĕ. Районти ял тăрăхĕсенче те палăксене типрейлес ĕç пырать. Никама та манман, нимĕн те манăçман.

 

Аслă Отечественнăй вăрÇăн 1942 Çулхи паллă кунĕсем

Майăн 30-мĕшĕ — партизансен юхăмĕн Тĕп Штабне туса хуни.

Июлĕн 17-мĕшĕ — 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕ — Сталинград çумĕнчи çапăçу.

Ноябрĕн 19-мĕшĕ — Хĕрлĕ Çар Сталинград çумĕнче контрнаступлени пуçлани.

Ноябрĕн 23-мĕшĕ — нимĕç фашисчĕсен 330 пин çынран тăракан ушкăнне Сталинград çумĕнче хупăрлава илни.

 

Паттăрсене асăнса

Раççейре Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă паттăрсене халалланă Халăхсем хушшинчи «Астăвăм сачĕ» акци старт илнĕ.

Акци вăхăтĕнче «Город-герой» ята ти­вĕçнĕ хуласенче, çар мухтавĕн хулисенче, регионсен тĕп хулисенче — парксенче, скверсенче, аллейăсенче, çавăн пекех вăрмансен территорийĕсенче те — йывăçсем лартĕç. Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинче йывăç лартмалли 81 вырăн палăртнă. Пурĕ 215,9 пин тĕп йывăç лартма планланă, çав шутра муниципалллă пĕрлешÿсемпе хула тăрăхĕсенче — 170,25 пин.

Çĕршыв территорийĕнче йышăннă ятарлă режим вăхăтĕнче килте ларакансем те çак акцине хутшăнма пултараççĕ, сăмахран, акцине йĕркелекенсем харпăр хăй килĕнче е дачăра пурăнакансене хăйсен çĕр участокĕ çинче йывăç лартма сĕнеççĕ. Хăвăр лартнă йывăçа садпамяти2020.рф сайтра интерактивлă карттă çинче палăртма май пур.

Çапла вара, çĕршыври çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăрах, акцине хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса ирттерме, вăрçă паттăрĕсене хисеп тума пулать. Акци июнĕн 22-мĕшĕччен пырĕ.

 

Астăватпăр, манмастпăр, чыслатпăр

Статья авторĕ В. ЦЫФАРКИН. /Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 23-мĕш номерте/.

acАнюк ачалăхĕ пĕртте çăмăл килмен. Пĕчĕккĕллех вăл тăлăха юлать. Пиччĕшĕпе иккĕшех çитĕнеççĕ. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Кавал ялĕнче пĕлÿ пухать. Эпĕ те çав вăхăтра вĕреннĕ, юнашар класра пулнăран калаçсах кайман. Медицина техникумĕнче пĕр-пĕрне тĕл пултăмăр та туслаш­сах кайрăмăр вара. Эпĕ Анюк сăнарне «Пулас кинсем» романа та кĕрт­рĕм. Ара, унпалан нумай хури-шуррине курнă вĕт, вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе Хветĕр Çитта журналист-çыравçăпа пирĕн хваттерте паллашнăччĕ».

Вăрçă пуçлансассăн Анюк мăшăрĕпе /хайлавра ăна Хветĕр Самсонов тенĕ/ пĕрле фронтра пулать, госпитальте ĕçлет. Юратнă мăшăрĕ амансассăн операци сĕтелĕ умĕнче тухтăрсемпе тан тăрать, анчах паттăр полит­работнике çăлса хăвараймаççĕ. Çапла çырса кăтартать Валентина Элпи Анюк шăпине «Пулас кинсем» романра. Хветĕр Çиттан тăван пиччĕшĕн хĕрĕ Лидия Ивановна Ситтова /халĕ Ма­йо­рова/ Патăрьел районĕнче Ахпÿрт­ре пурăнать. Вăл мана çапла çырса пĕл­терчĕ: «Эпĕ ун чухне 9 çултан иртнĕ ачаччĕ. Мĕн курнине, мĕн илтнине астуса юлмалăх ÿснĕ ĕнтĕ. Манăн атте, Юман Ситтов, Хветĕр Çитта писатель-журналистăн пиччĕшĕ. Хветĕр пичче Ленинград хулинче пурăнатчĕ. Çар хаçатĕнче ĕçлетчĕ. Мăшăрĕ, Анна Николаевна, эпир ăна Анюк инке теттĕмĕр, медицина институтĕнче вĕренетчĕ. Питĕ хитрескер, кăтра çÿçлĕ, хура куçлă, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕч­чĕ пирĕн инке. Çав тери лайăх кăмăллăччĕ. Хитре мăшăрччĕ вĕсем Федя тетепе иккĕшĕ».

Хветĕр Çитта юратнă мăшăрĕн сăнарне «Фронтри патриотка» ятлă калавра сăнарланă. Финн вăрçинче çапăçакан упăшкипе /Решетов политрук сăнарĕ\ пĕрле пулас тесе мăшăрĕ хăй ирĕкĕпе фронта çырăнать. Вăл та унпа пĕрле тăшманпа кĕрешесшĕн. Анчах та пĕр çапăçура упăшки вилмеллех аманать. Ăна тирпейлесе пытарнă чухне арăмĕ çапăçура хăй пĕртте хăрас çуккине пĕлтерет, тăшмана хирĕç паттăрла çапăçма тупа тăвать.

Писатель çырса кăтартни, шел пулин те, темиçе çултан чăна килет. Салтаксем патне хаçатсем илсе кайса унта çĕнĕ номер валли паха материалсем пухса таврăннă чух нимĕç артиллерийĕ вăйлă перекен çĕре лексе вилмеллех йывăр аманать Çитта.

Анна Николаевна Николаева-Çитта пирки К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн ăслăлăх аслă сотрудникĕ Галина Еливанова çапла çырса пĕлтерчĕ: «Вăрçă пуçлансан Çиттасем иккĕшĕ те çар ретне тăрса Ленинград фронтĕнче пĕрле пулнă, Анна Николаевна упăшки йывăр аманнă хыççăн вырт­нă госпитальтех ĕçленĕ. Операцие хутшăннă, анчах паттăр офицера çăлса хăварайман. Çиттана мăшăрĕ хăйех пытарнă».

Вăрçă хыççăн А.Н.Николаева фронтра пĕрле çапăçнă Аксенов офицера качча тухать. Вĕсем Ленинградра пурăннă. 1970-мĕш çулсенче Патăрьелĕнчи шкулта ĕçленĕ Валентина Викторова çамрăк таврапĕлÿçĕсемпе Ленинград хулине кайса Анна Николаевнăна шыраса тупнă. Вĕсем Ленинград облаçĕнчи Долгая Нева ял çывăхĕнчи масарта ĕмĕрлĕх канăçне тупнă Хветĕр Çиттан вилтăприйĕ çине кайса килеççĕ. Анна Николаевна хăй вăрçă çулĕсенче утса çÿренĕ аттине таврапĕлÿçĕсене парса янă. Халĕ вăл Шупашкарти Литература музейĕнче упранать.

«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика