NikolaevАпрель уйăхĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пĕчĕк тата вăтам хăватлă трактор техники туса кăлармалли проекта пурнăçлас ыйтусемпе ирттернĕ канашлăва хутшăнчĕ. Çакăн пĕлтерĕшне унта федерацин Промышленноç, Экономика аталанăвĕн тата Ял хуçалăх министерствисен, ытти ведомство представителĕсем килни те çирĕплетет. Проект тишкерÿ ша­йĕн­че кăна пулин те Чăваш Ен ертÿлĕхĕ ăна пурнăçлас енĕпе çине тăни вăл республикăна инвестицисем илсе килес ĕçе хастар кÿлĕннине кăтартать. Уйрăм çак тĕслĕхпе усă курса регионшăн инвестицисем мĕнешкел пысăк пĕлерĕшлине хаклама хăтланса пăхар-ха.

Ĕнер мĕнле пулнă…

Ансат чĕлхепе калас тăк инвестици — услам тăвас тĕллевпе хывакан укçа. Çапла вара хăйĕн енчĕкне хулăнлатас шутпа тăкакланнă кирек хăш çын пирки те инвестор теме пулать. Анчах рес­публика аталанăвĕ валли шăпах экономикăн чăн секторне хывакан инвестицисем хаклă. Вĕсем çĕнĕ производство площадкисем уçма, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшаççĕ, продукци кăларнă май бюджет та пуянланать. Калăпăр, пĕчĕк хăватлă 5 пин трактор кăларассине йĕркелени 2 пине яхăн хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать.

Унччен, совет тапхăрĕнче, инвестици ыйтăвĕсене ансат татса панă — Политбюро е КПСС Тĕпкомĕн пленумĕнче. Сăмахран, Шупашкарти промышленноç тракторĕсен завочĕн строительстви. Пĕчĕк тракторсен производствине шăпах унăн цехĕсенче выр­наçтарасшăн. Анчах рынок хутшăнă­вĕсем аталаннă май лару-тăру улшăнчĕ. Халь нихăш инвестор та ниме пă­хмасăр регионсене талпăнмасть. Хă­йĕн укçине хывиччен кашниех çиччĕ виçсе пĕрре касать. «Виçме» шăпах регионăн инвестици илĕртÿлĕхĕн çуллен çĕнелсе пыракан рейтингĕ пулăшать.

Астăватпăр, çак кăтартупа Чăваш Ен чи лайăх регионсен теçеткинче вăрах пулчĕ — çÿлтен иккĕмĕш йĕркене йышăнни те асра. Анчах нумаях пулмасть Нацин рейтинг агентстви /НРА/ 2019 çул кăтартăвĕсене пичетлерĕ. Вара? Чăваш Ен — IC6 ушкăнра, урăхла каласан, виççĕмĕш шая анса ларнă, уншăн «вăтам инвестици илĕртÿлĕхĕ» кăтартуллă.

Компетентлăх çук — тĕлĕнтермĕш те çук

Рейтинг агентстви 2019 çулта регионсен инвестици илĕртÿлĕхне хакламашкăн тĕплĕрех методикăпа усă курма тытăннă. Хаклав кăтартăвĕсен шутне 56 позици таран пысăклатнă. Компанисен представителĕсене тата предпринимательсене явăçтарса ирттерекен ыйтăм йышши суб±ективлă факторсенчен хăтăлнă.

Чăваш Енĕн 2019 çулхи инвестици рейтингне тĕп капитала хывнă инвестицисем тата инвестици хастарлăхĕ йышши кăтартусем те витĕм кÿнĕ. Шел, республикăн унчченхи ертÿлĕхĕ рейтингри иккĕмĕш вырăнпа киленсе кăна ларнă, унпа экономикăн чăн секторне инвестицисем хывассине ÿстермешкĕн усă курма ăнтăлман.

Тĕп капитала хывнă инвестицисене илер-ха. Ку — пысăк пĕлтерĕшлĕ фактор, промышленноç аталанăвне витĕм кÿрет. Унта — малашлăхлă технологисене ĕçе кĕртни, çĕнĕ производство площадкисен строительстви, оборудовани туянни, производство инфратытăмне аталантарни… Паян çак тĕл­левсемпе пысăк укçа уйăракан компанисем кăна конкуренцие тÿсме пултараççĕ. Пачах тепĕр майлă — хăйсен укçине çисе яракансем, вĕсем панкрута тухаççĕ. Ырă тĕслĕхсен шутĕнче «Сес­пель», «Акконд», «Хĕвел», «Элара», компанисене, ыттисене асăнмалла. Тепĕр майлă тĕслĕх — Шупашкарти унчченхи ХБК.

Чăваш Енре тĕп капитала хывнă инвестицисен çын пуçне тивекен виçи мĕнлерех пулнине ăнланма 2011 тата 2018 çулсенчи кăтартусене тишкерер.

2011 çулта Чăваш Ен экономики республикăн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров /Михаил Игнатьев регион ертÿçин должноçне 2010 çулта килнĕ/ хывса хăварнă никĕс çинче аталаннă. 2011 çул кăтартăвĕсем тăрăх республикăра тĕп капитала хывнă инвестицисен кашни çын пуçне тивнĕ калăпăшĕ 44784 тенкĕ пулнă. Çак кăтартупа Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи чылай кÿршĕрен ирттернĕ. Анчах 7 çул иртнĕ те лару-тăру тĕпрен улшăннă — япăх енне. 2018 çул тĕлне асăннă кăтарту пĕтĕмпе те 41823 тенкĕ шайĕнче юлнă, республика Атăлçи округĕнче кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпе чи кайрисен шайне анса ларнă. Чи хурлăхли — кÿршĕсен ÿссе пынă вăхăтра пирĕн динамика чакни. Акă мĕншĕн республикăн ун чухнехи министрĕ, халĕ касаматри Владимир Аврелькин калани чăнлăхпа пĕр килет: «Эпир аван ĕçлетпĕр, анчах кÿршĕсем чылай маларах кайрĕç…»

Экономикăра ăнсăртлăх çук

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ĕнерхи чăнлăхсем хыçа юлаççĕ, вĕсен вырăнне çĕннисем килеççĕ. Экономикăра та çаплах. Енчен те, калăпăр, унччен инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕсене хатĕрленĕ чухне регионăн географи вырнаçăвне, çут çанталăк ресурсĕсене тĕпе хунă пулсан 2019 çул кăтартăвĕсем тăрăх вĕсен 11% танлашакан витĕмĕ пысăк пулман. Халь малти вырăнта — шалти рынок, унтан — производство майĕсем, регионти инфратытăм. Вĕсен çумне тата тепĕр фактор хушăннă. Ăна унччен шута илсех кайман. Сăмах институтсен анлăшĕ тата социаллă пурнăçпа политика тăнăçлăхĕ пирки. Экспертсем регионти саккун кăларассипе çыхăннă ĕçе, влаç органĕсемпе инвесторсен ĕçтешлĕхне йĕркелекенскере, çавăн пекех регионти налук саккунĕсене /налук çăмăллăхĕсем пуррине, вĕсемпе усă курмалли майсене/, регионти социаллă тата криминаллă çивĕчлĕхе хаклаççĕ.

Çак критерисен пĕлтерĕшне ăнланнă май регион ертÿçи Олег Николаев пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсем туса кăлармалли проекта сÿтсе явнă май пайăррăн палăртрĕ: «Пирĕн кирлĕ пĕтĕм инфратытăм пур: производство хăвачĕсенчен пуçласа вĕрентÿ системи таран — аслă пĕлÿ паракан тытăм та, вăтам професси вĕрентĕвĕ те. Эпир уйрăм экономика зонисен тата индустри паркĕсен шайĕнче çăмăллăхсемпе тивĕçтересси пирки калаçма та хатĕр. Ятарлă инвестконтрактсем тĕлĕшпе вырăнти налуксем енĕпе хушма çăмăллăхсем пама та пултаратпăр».

Иккĕленÿ çук: пулас инвесторсем çак сăмахсене илтрĕçех. Ахальтен каламаççĕ вĕт: «Инвестици политики дипломатипе тăванлă». Дипломати искусстви Олег Николаевшăн та, Раççей Патшалăх Думин депутачĕшĕн, Финанс рынокĕн комитечĕн председателĕшĕн Анатолий Аксаковшăн та кăтартуллă. Шăпах вĕсем — Чăваш Енре çĕнĕ «трактор проектне» пурнăçлассин пуçаруçисем. Раççей Правительствинче вĕсен сĕнĕвне ырласа йышăнни вара çак çынсем инвестици политикине тĕрĕс йĕркелеме пултарнине кăна мар, çĕнĕ йышши управленецсен лобби майĕсем пысăккине те çирĕплетет.

НРА рейтинг хатĕрленĕ чухне регионсен ертÿçисен хăйсен пахалăхĕсене шута илмест. Питĕ шел. Çак кăтартупа Чăваш Ен паян самай çÿллĕ вырăн йышăннă пулĕччĕ. Çапла ахальтен каламастăп, фактсем çине таянса çирĕп­лететĕп. Тĕслĕхрен, май уйăхĕнче Олег Николаев Атăл леш енчи газопровод строительствипе паллашрĕ. Федераци шайĕнчи интернет-кăларăмсенчен пĕри çак строительствăпа çыхăннă ĕç-пуç пирки акă мĕнлерех çырать: «Чăваш Енре юлашки 10 çулта калаçтарнă газопровод строительствин кăшкарĕ тинех курăнма пуçларĕ. Атăл леш енче пурăнакансене газпа тивĕçтерме пуçласа 2012 çултах шантарнă. Анчах республикăн унчченхи ертÿçи «Газпромпа» ырă хутшăну йĕркелейменнине кура проект лакса ларнă. Чăваш Енре ĕçсем чăннипе 2020 çулхи февральтен тин, регионăн çĕнĕ ертÿçи килсен, пуçланнă».

Хăш-пĕр комментатор тÿрех çакă ăнсăртлăх теме пăхрĕ. Анчах йышăнмах тивет: пурнăçра ăнсăртлăхсем пулаççĕ, экономикăра вара — çук.

А.КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика