Ĕç рынокĕнче конкуренцие чăтма пултаракан кадрсене вĕрентсе хатĕрлеме ку чухнехи тухăçлă вĕренÿ тытăмĕ кирлĕ. Çын аталанăвĕн пахалăхне ытларах чухне шăпах вĕренÿ тивĕçтерет – вăл ăна лайăх специалист пулма пулăшать, унăн предпринимательлĕх пултарулăхне аталантарать. Унран çивĕч ыйтусене ăнăçлăн татса пама пĕлекен пултаруллă йĕркелÿçĕ тăвать.Çавна май иртнĕ çулта республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн «Вĕренÿ» пайĕ тăрăх тунă тăкаксен калăпăшĕ 20 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă.
«Вĕренÿ» наци проектне пурнăçлама 6 çул хушшинче 100 ытла миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Эпир çакна лайăх пĕлсе тăратпăр: çын аталанăвне инвестицисем хывни – ăнăçуллă ĕç. Ачасен пуласлăхĕ пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», - тесе палăртнă ЧР Пуçлăхĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан çырăвĕнче. Пирĕн районта вĕренÿ сферине аталантарассипе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Çавна май кăçалхи çул поселокри «Колосок» ача садĕнче, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти спорт залĕнче тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттерессипе, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн çивиттине çĕнĕрен витессипе, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн чÿречисене пĕтĕмпех пластик кантăксемпе улăштарассипе ĕçсем пурнăçлама палăртнă. Хальхи вăхăтра чи пысăк строительство объекчĕсенчен пĕри – Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула юсасси. Кунта строительство ĕçĕсем пур хăвăртлăхпа пурнăçланаççĕ. Пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлаканĕ - «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи. Асăннă шкула тĕпрен юсама Чăваш Республикин «Вĕренÿ аталанăвĕ» патшалăх программин «Чăваш Республикинчи 50 процент е ытларах кивелнĕ муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсасси» çумпрограммăпа килĕшÿллĕн 19 миллион та 290 пин те 659 тенкĕ те 52 пус уйăрнă. Хальхи вăхăтра асăннă шкула капиталлă юсав ĕçĕсем тăвассипе строительсен 3 бригади вăй хурать. Пĕрисем шкулăн кивĕ çивиттине сÿтсе çĕнĕрен витме хатĕрлеççĕ, теприсем шалта урайсене сарассипе тăрăшаççĕ, виççĕмĕш бригади вара шкулăн цоколь пайне юсав тăвать. Пĕтĕмĕшле каласан пурнăçламалли ĕçсем чылай: шкул çивиттине улăштарнисĕр пуçне шалти ĕçсене пурнăçламалла. Электропроводкăсене çĕнĕрен тумалла, пушар сигнализацийĕ вырнаçтармалла, хутса ăшăтмалли системăна тĕпрен улăштарса çĕнни лартмалла. Унсăр пуçне шкулăн тулаш тата шалти стенисене штукатурка, отделка ĕçĕсем пурнăçламалла, маччисене улăштармалла, Кунта пурĕ 65 чÿрече, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене улăштарнă, хальхи вăхăтра ыттисене çĕнетес ĕç пырать. Шкул директорĕ Л.Никифорова палăртнă тăрăх, строительсене кунти вĕрентекенсем те май пур таран пулăшса пыраççĕ. Шкул пулсан ял пĕтмест, малалла аталанать. Ялсенчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсене патшалăх енчен пысăк укçа-тенкĕ парса пулăшнипе ял тăрăхĕсем çирĕп аталанса пыраççĕ, вĕсен малашлăх аталанăвĕ те курăмлă.
З.ПАВЛОВА.