Иртнĕ кунсенче Вăрмар районĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов тата ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ А.Героев пулчĕç.
Ĕçлĕ визит Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ канашлуран пуçланчĕ. Унта Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Павлов, район администрацийĕпе тĕп больницăн коллективĕсем, районти организацисен руководителĕсем хутшăнчĕç.
Сăмах Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программи, республикăн кăçалхи çитĕнĕвĕсем çинчен пычĕ.
ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилес тĕллевсем, чĕрепе юн тымарĕсен çĕнĕ центрне, туберкулезпа кĕрешмелли диспансер, республикăри ача-пăча клиника больницин çĕнĕ корпусне хăпартасси пирки каласа пачĕ. «Коронавируспа çыхăннă лару-тăру ерекен чирсенчен сыватмалли çĕнĕ корпус тума хистет. Пациентсене пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ пама мĕнпур çĕнĕ объектсене хальхи йышши оборудованипе тивĕçтерĕпĕр», — пĕлтерчĕ Владимир Геннадьевич.
ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ А.Героев строительство сферипе çыхăннă темăсем çинче чарăнса тăчĕ. Республикăра нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене хăтлăлатас ĕç малалла пырассине палăртрĕ, ăшă пыракан пăрăхсене çĕнетес, халăха таса шывпа тивĕçтерес ыйтусене хускатрĕ.
Пухăннисен хăйсен те яваплă çынсенчен ыйтмалли сахал мар пулчĕ, çав шутра районти хăш-пĕр ялсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хăçан пулаççĕ-ши тесе кăсăкланчĕç. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов палăртнă тăрăх, ФАПсем хăпартас ĕç çитес çултан хута каймалла.
Канашлу хыççăн Владимир Геннадьевич тата Александр Валерьевич районти тĕп больница территорийĕнче пулса кунта çĕнĕ корпус тăвас ыйтăва сÿтсе яврĕç, унтан «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин Вăрмар поселокĕнчи 1-мĕш котельнăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
И.ДАНИЛОВА.