Уй-хир пушă пулсан тĕнче пушă», — тенĕ ваттисем. Çак сăмахсен чăнлăхĕпе тавлашаймăн. Уй-хир пушă пулсан пирĕн сĕтел çине çăкăр та килсе выртаймĕ, тĕнче те хăйĕн илемне, тăнăçлăхне çухатĕ. Çавăнпа çĕр ĕçченĕсем пысăк тав сăмахĕсене тивĕç. ЧР Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те пысăк çитĕнÿсемшĕн ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене тав тунă.
Пирĕн районта пысăк çĕр лаптăкĕ çинче акса-туса илекен хуçалăхсем çук мар. Вĕсенчен пĕри — Арапуç тата Чулкас ял тăрăхĕсен çĕрĕсем çинче ĕçлекен, гектарсене çулсерен ÿстерсех пыракан «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх культурисене кунта 3201 гектар çинче çитĕнтереççĕ. 1934 гектар çинче — пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсем, çав шутра 578 гектар çинче — çурхи тулă, 1191 гектар çинче — урпа, 165 гектар çинче — пăрçа. Кĕрхи тулăна вара 500 гектар çинче акса хăварнă. Çавăн пекех 110 гектар çинче выльăх апачĕ валли куккурус акнă, 107 гектар çинче — пĕр çул ÿсекен курăксем, 550 гектар çинче — нумай çул ÿсекен курăксем.
Хальхи вăхăтра районти ял хуçалăх ĕçченĕсем кашни уяр кунпа усă курса мĕн акнине-лартнине пухса илессишĕн тăрăшаççĕ. Çак кунсенчи пек çумăрлă çанталăк ура хурса пынишĕн пăшăрханаççĕ... «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те çаплах. Эрне пуçламăшĕнче, хĕвел хĕртсе пăхнă кунсенче, асăннă хуçалăх ĕçченĕсем Чулкас ял тăрăхĕн çĕрĕсем çинче кĕрхи тулă вырнине куртăмăр та, паллах, чарăнса вĕсемпе калаçмасăр чăтаймарăмăр. Пĕлекен çынсемех пулчĕç, «Хĕрлĕ ялав» хаçатра вĕсем çинчен пĕрре кăна мар çырнă — Александр Валентинович Васильевпа Александр Николаевич Артемьев механизаторсем. Пысăк та мăнаçлă «Десна-Полесье GS 12» комбайн умĕнче пĕшкĕннĕ те темĕн шаккаççĕ, хытараççĕ. Иккĕшĕ те чылай çул вăй хураççĕ вĕсем «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче, темĕнле техникăна та парăнтарма пултараççĕ. Ака вăхăтĕнче тракторпа акма тухаççĕ, вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне лараççĕ, йывăр тиевлĕ автомашинăпа та чупаççĕ. Хальхинче, акă, А.Васильев комбайн çинчеччĕ, А.Артемьев вара КамАЗ автомашинăпа тырă турттарать.
Аякрах мар Acros комбайн кĕрлесе тырă выратчĕ. «Штурвалĕ умĕнче кам-ши?» — тесе ыйтсан Александр Валентиновичпа Александр Николаевич çапла хуравларĕç: «Ку вăл пирĕн ĕçтеш — Василий Петров. Унсăр пуçне прицеплă КамАЗ автомашинăпа Валерий Ширков тырă турттарать, халĕ шăпах тулли кузовне пушатма кайрĕ-ха».
Хĕрÿ тапхăрта çĕр ĕçченĕсен нумай калаçса тăма вăхăчĕ çук. Акă А.Васильев комбайн çине ларчĕ те ăна çавăрса кĕрхи тулă ани çине кĕрсе кайрĕ. А.Артемьев та КамАЗĕ еннелле уттарчĕ. «Ĕçĕ сахал мар, çанталăкĕ типĕ чухне ĕлкĕрес пулать», — терĕ вăл. Ял хуçалăхĕнче çапла ĕнтĕ, тар тăкса ĕçлесен, кашни кунпа туллин усă курсан кăна сĕтел çине çăкăр килсе выртать. Çăкăр çинче вара тĕнче тăрать.
И.ДАНИЛОВА.