«Хĕлĕ питĕ сивĕччĕ...»
Эпир, мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнакансем, тăраниччен çăкăр çиме пултаракансем, Аслă Отечественнăй вăрçăн хĕн-хурлă çулĕсем пирки кĕнекесемпе хаçатсенчен, радиопа телевидени урлă çеç пĕлекенсем, ирĕклĕ пурнăç илемне хăш чухне курмастпăр та, тивĕçлипе хаклаймастпăр та пулĕ.
Вăрçă çулĕсенче тăшманпа салтаксем кăна мар, пĕтĕм çĕршыв çапăçнă, фронта мĕнпур вăйне панă. Çĕршыва йывăçпа тивĕçтерекен тыл ĕçченĕсем те Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен пысăк тÿпине хывнă. Хÿтĕлев сооруженийĕсем, каçмасем, блиндажсемпе çĕрпÿртсем тунă çĕрте йывăç питĕ кирлĕ пулнă. Вăйпитти арçынсене фронта илсе кайнăран вăрман каснă çĕрте, питĕ йывăр условисенче, çул çитмен ачасемпе хĕрарăмсем, ватăсем ĕçленĕ. Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Нина Прокопьевна Степанован /Прокопьеван\ та çак ĕç йывăрлăхне хăйĕн çинче чăтса ирттерме тивнĕ /сăнÿкерчĕк çинче ывăлĕпе пĕрле/.
1925 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче çуралнăскер, ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ вăл. 1941 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче çамрăк хĕре ялта пурăнакан ытти çынсемпе пĕрле пухса ĕçлеме илсе кайнă. «Çав кун пире, тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлеме мобилизациленĕ çынсене, НКВД сотрудникĕсем список тăрăх пухса ялти клубра питĕрсе хучĕç. Манран пĕр эрне каярах çуралнисем вара çав списока лекмен, — аса илет Нина Прокопьевна. — Мана Энĕшпуç лесничествин вăрман касса хатĕрлекен бригадине, Тăвай районĕнчи Нÿшкасси ялĕ çывăхне, ĕçлеме янă. Пурăнасса вăрмантах — казармăра — пурăннă, йывăç йăвантарса пĕренесем хатĕрленĕ, 5 километрта вырнаçнă Тăвайне лашасемпе ăсатнă. Çав хĕл питĕ сивĕччĕ. Пăчкăна икĕ енчен пăявпа çыхса туртаттăмăр. Тăхăнмалли те пулман, урасене çăпата сырнă, пĕрмай кăвайт çунтарса ăшăнаттăмăр».
Çăва тухсан бригадăна Канаш районне, Сиккасси, унтан Яманкасси ялĕсем çывăхне, куçараççĕ. Вăрман касса пĕренесене лавпа Кĕтне шывĕ хĕрне, çырансене укреплени тунă çĕре, ăсатнă. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче вара Кашкăрçырми, каярах Вăтапуç ялĕсем çумĕнче ĕçлеме тытăннă. Хĕлĕпех вăрман каснă, юман кĕреш, пăравус топки валли вутă хатĕрленĕ, лашапа Канашри станцине ăсатнă, тавар турттармалли вакунсем çине тиенĕ.
1943 çулта, çуркунне, Куславкка районĕнчи Курăчкин ялĕ çумĕнче ĕçлеме пуçланă. Кунта вĕсем Атăл шывĕ хĕрринче чул кăларнă. Çак чула Хусан-Горьки çар пĕлтерĕшлĕ шоссе çулне тунă çĕре илсе кайнă. Тепĕр 3 уйăхран вара Нина Прокопьевна хăй те çак çула тунă çĕрте ĕçлеме тытăннă. «Çулне тыткăна илнĕ нимĕç салтакĕсем хуратчĕç, вĕсене автоматпа хуралласа ĕçлеттеретчĕç. Эпир кирлĕ материалсем тиесе килсе параттăмăрччĕ», — каласа парать ватă хĕрарăм.
1943 çулта бригадăна салатса янă, Нина Прокопьевна килне таврăннă, Урнарти шкулта малалла вĕренсе 1945 çулта 10 класс пĕтернĕ. 10 çула яхăн колхозра вăй хунă хыççăн çĕвĕçĕ ĕçне кÿлĕннĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре тăрăшнă.
Вăрçă хыççăн, 1948 çулхи июнь уйăхĕнче, хăйсен ял каччипе Василий Степанович Степановпа, вăрçă участникĕпе, пĕрлешсе çемье çавăрнă, пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, мăшăрĕ 1995 çулта çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Ывăлĕ Петр Мари Элти политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă, инженер, кĕçех 95 çул тултаракан Нина Прокопьевна халĕ шăпах та унăн хÿттинче пурăнать. Хĕрĕсем Галина, Лидия тата Алина пурнăçĕсене творчествăпа çыхăнтарнă. Алина Михайлова — республикăри паллă эстрада юрăçи. Лидия Васильева та хăйне эстрадăра тупнă. Галина Кузюкова Чăваш радиовĕпе телевиденийĕнче хор артисткинче ĕçленĕ.
Сăмахпа кăна вăрçăн хăрушă çулĕсене туллин сăнласа кăтартма çук паллах. Ку вăл пуриншĕн те çав тери йывăр тапхăр пулнă: фронтра çапăçнисемшĕн те, тылра ĕçленисемшĕн те. Вăрçă шавĕ пирĕн çĕршывра та, тĕнчере те текех ан кĕрлетĕрччĕ.
х х х х
Энĕшпуçсем çинчен калаçнă май ялти вăтам шкулти Çар Мухтавĕн музейĕ çинче те чарăнса тăрас килет. Музей ĕçне тытса, йĕркелесе пыраканĕ — И.Криков таврапĕлÿçĕ /сăнÿкерчĕк çинче\. Аслă Отечественнăй вăрçă темине халалланă экспозицисем ятарлă вырăн йышăнаççĕ кунта. ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев 2021 çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа ирттермелли çулталăк тесе йышăннине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Хусан чикки шăпах та Энĕшпуç ялĕ çумĕпе иртнĕ, ăна тума энĕшпуçсем йышлăн хутшăннă. Паллă пулăма манăçа хăварма пултарайман, паллах, Иван Васильевич, тĕрлĕ экспонатсем пухса çак темăпа астăвăм кĕтесĕ йĕркеленĕ. Ку вăл тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне сума сăвакан, çитĕнсе пыракан ăрăва тăван енĕн манăçми историйĕпе паллаштаракан пархатарлă ĕç.
Паттăрсен ячĕсем манăçмаççĕ
Çĕр çинче хамăрăн тата ачасемпе мăнукăмăрсен пуласлăхĕ пирки шикленмесĕр пурăнасси — калама çук пысăк телей.
Мĕнле кăна йывăрлăх, мĕнле асап тÿссе ирттермен-ши вĕсем — Тăван çĕршывăмăрăн ирĕклĕхне упраса хăварассишĕн, килес ăрусем мирлĕ те лăпкă пурнăçпа пурăнччăр тесе хăйсене шеллемесĕр ирсĕр тăшмана хирĕç кар тăнă паттăрсем! Вĕсен мухтавлă ĕçне ĕмĕр-ĕмĕр асăмра хăварас тĕллевпе Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи Атайкасси ялĕнче çĕнĕ палăк хăпартса лартнă. Ĕçсене «Михайлов А.Н.» уйрăм çын предприниматель пурнăçланă. Хальхи вăхăтра çак ялтан вăрçа хутшăннă çынсем пирки даннăйсем пуçтарас ĕç пырать. Кĕçех вара вăрçăра пуçĕсене хунă тата тăван тăрăха таврăннă паттăрсен ячĕсене мрамор çинче çырса палăк çине вырнаçтарса хурĕç.
Палăка хăпартас ĕç ЧР Министрсен Кабинечĕн 2020 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорине комплекслă аталантарассипе çыхăннă хушма мерăсем çинчен» 7 номерлĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн куçарнă укçа-тенкĕпе пурнăçланнă.
«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.
Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.