Раççей Президенчĕн çуллен йĕркелекен пысăк пресс-конференцийĕ ку хутĕнче йăларан пăрăнчĕ. Регионсенчи журналистсем унта онлайн мелпе хутшăнчĕç - хăйсен тăван округĕсенчен ыйтусем пачĕç. Федераци шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем вара Президента куçранах ыйтусем пама пултарчĕç - Мускаври Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ центрĕнче пухăнчĕç. Калаçăва В.Путин пресс-конференци валли ярса панă ыйтусен шучĕ пысăккине палăртнинчен пуçларĕ — вĕсем çĕр-çĕр пин. Паллах, кашнинех тÿрĕ эфирта хуравлаймăн, анчах вăл халăх фрончĕ, ытти тытăм пулăшнипе пурне те тишкерме шантарчĕ.
Пандеми
Çĕршыв ертÿçин шучĕпе, пандеми тапхăрĕ кăткăс пулин те йывăрлăхра халăх пĕтĕçни палăрать, социаллă ыйтусене татса парассине пăрахăçламан - çакă чи пĕлтерĕшли. Коронавирус çапла килсе çапасса никам та хатĕр пулман – унашкал тĕслĕх тĕнчипе те çук. Анчах ытти çĕршывпа танлаштарсан пирĕн сыхлăх системи тухăçлăрах пулни куçкĕрет. Пандеми пуçлансанах чикĕсене хупни пире вăхăт выляса илме май панă, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Паян коронавируспа чирлисем валли вун-вун пин койка-вырăн хатĕрленĕ, çĕнĕ 40 больница хута яма пултарнă. Коронавируспа кĕрешес енĕпе кăна 150 пин врач ĕçлет. Промышленноç та çак тĕллевпе ĕçлеме пуçланă. Маскăсен производствине кăна 20 хут пысăклатнă. Раççей чи малтан вакцина шухăшласа кăларнă — вăл ăнăçлă, унăн производствине пуçарнă. Владимир Владимирович хăй хальлĕхе вакцинăпа усă курман-ха, анчах — прививка тутаратех. Çĕршывра анлă вакцинаци ирттермелле, анчах хальлĕхе вакцина производстви çителĕксĕр — ăна ÿстерсех пырĕç. Коронавируспа чирлисене тÿлевсĕр эмелпе тивĕçтермен, хĕрлĕ зонăри медиксем шантарнă укçана илеймен тĕслĕх чылаййи пирки пĕлтернине вара В.Путин тĕплĕ тĕрĕслеме шантарчĕ.
Хаксем
Журналистсем хаксем сентябрь уйăхĕнчен тытăнсах ÿсни çинчен каларĕç, влаç вара тивĕçлĕ мерăсене декабрьте кăна йышăнма пуçланă. Мĕншĕн пурте Президент тĕллесе кăтартасса кĕтеççĕ? Владимир Владимирович хăш-пĕр енĕпе хаксем объективлă сăлтавсемпе ÿснине палăртрĕ. Анчах унашкал сăлтавсăрах ÿсеççĕ тĕк - çакăнпа çырлахма юрамасть. Кăçал тыр-пул тухăçĕ рекорд шайĕнче, анчах çăкăр хакланать. Сахăр, тип çу тĕлĕшпе те çавах. Ытти çĕршывра хаксем пысăкланнă та — кунта та хаксене çÿлелле туртма пуçланă, сăлтавĕ çакăнта. Таможня пошлинисем енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла пулнă та - çивĕчлĕх сирĕлетчĕ, çапла туман. Çĕршыв ертÿçи хаксене малашне те çирĕп сăнаса тăрассине пĕлтерчĕ. Пандеми чухăнлăх шайне 13,5 процент таран пысăклатнă. Çавна май ачаллă çемьесене пулăшас тĕлĕшпе йышăннă мерăсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Унашкал мерăсем, çав-çавах йывăрлăхра пурăнакан çемьесене тĕревлемеллискерсем, татах пулĕç. Çапах чухăнлăхпа кĕрешесси, Владимир Путин шучĕпе, экономикăна аталантарассипе никĕсленмелле - çынсен тупăшĕ те пысăкланĕ. Каяшсемпе ĕçлессин реформи тавра сăмах пуçарнă май Президент производствăсен хупă ярăмне ĕçе кĕртмеллине палăртрĕ — каяшсем вуçех ан пулччăр. Каяшсене утилизацилесси граждансем çине тиенмелле мар, куншăн чĕркемсене туса кăларакансен тăкакланмалла — автомобильсене утилизацилессипе çыхăннă ĕçе йĕркеленĕ пек.
Çемье телейĕн вăрттăнлăхне вара Владимир Путин юратура курать — кун пирки вăл Исланди журналисчĕсен ыйтăвне хуравласа каларĕ. Кашни çулах кăткăслăх та, савăнăç та кÿрет. «Кăçал йывăр пулчĕ, - терĕ вăл. - Анчах 90-мĕш çулсенче мĕнле йывăрччĕ - умра çутă курăнмастчĕ». Паянхине çав вăхăтпа, 2000 çулсен пуçламăшĕпе танлаштараймăн. Çĕнĕ çул тостне вара Президент çывăх çыннисемшĕн, тусĕсемпе ĕçтешĕсемшĕн çĕклĕ. Çапах тĕп тост — Раççейшĕн!
Н.КОНОВАЛОВ итленĕ.