PoclФевралĕн 2-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. 2021 çулхи ĕçе – патшалăх политикин тĕп çул-йĕрне – никĕслекен документри тĕллевсем пирки пĕлтернине итлеме Оперăпа балет театрне Чăваш Ен Правительствин членĕсем, Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, общество деятелĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, ыттисем пухăнчĕç.

Халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси – хăйĕн сăмахне Олег Николаев патшалăх тата муниципалитетсен влаçĕсен умĕнчи тĕп тĕллеве палăртнинчен пуçларĕ. Çак тĕллеве пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине хакламалли индикаторсене Владимир Путин Президент йышăнăвĕсем палăртаççĕ. Вĕсене тĕпе хурса наци проекчĕсене хатĕр­ленĕ. Республика пĕлтĕр социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк­çуллăх программине йышăнса саккунпах çирĕп­летрĕ. Çавăн пекех 2035 çулчченхи аталану стратегине палăрт­нă. «Ĕçĕн уçăмлă планĕ пур», – терĕ Олег Алексеевич.

Халăх пĕрле вĕрсе хапха уçма пултарнине аса илтернĕ май вăл Чăваш Енре пурăнакансем вăрçă çулĕсенче Сăр тата Хусан енче окоп чавни çинчен каларĕ. Тĕлĕнмелле пысăк тата паттăр ĕç: «Эпир вара – çав çынсен тĕпкĕчĕсем, пĕрле пулсан эпир темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр». Паттăрлăх тенĕрен, Олег Алексеевич вĕсене халалласа Куславкка районĕнче палăк лартма йышăннине палăртрĕ, ун валли хăйсен харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр пама килĕшнĕ çынсене хушаматран асăнсах тав турĕ.

Пандеми – хаяр тĕрĕслев

Пĕрлĕхе çирĕплетекенни – пуриншĕн те хаяр тĕрĕслев пулса тăнă пандеми. Паллах, унпа кĕрешес ĕçре чи малта – шурă халатлă çынсем. Васкавлă пулăшу чĕнесси кăна пĕлтĕр тăруках пилĕк хут ÿснĕ. «Çухатусем пур. Кашни вилĕм – пирĕншĕн пысăк çухату, – пăшăрханса каларĕ Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă май. - Пĕлтĕр çын вилесси нумай ÿснĕ – 3484 çын пурнăçран уйрăлнă. Çак вилĕмсен 45% коронавируспа çыхăннă. «Нумай çынна çухатрăмăр, анчах нумайăшне сиплесе сыватма пултартăмăр».

Çав вăхăтрах тулашри сăлтавсене пула çын вилесси те нумай хушăннă – 1700 çын пурнăçран уйрăлнă. Çулсем çинчи аварисенче, ÿкнипе… Алкогольпе наркăмăшланнине пула вилекенсен шучĕ 80% хушăннă. Çакна тĕпе хурса тулашри сăлтавсемпе çыхăннă вилĕм тĕслĕхĕсене чакармалли комплекслă план хатĕрленĕ – вăл çивĕчлĕхе сирме пулăшмашкăн тивĕç.

Ковид тенĕрен, инфекци ернĕ 17,7 пин çынна сыватнă. Анчах паян чирлисен йышĕ çав-çавах пысăк-ха – тата 5 пин ытла çын. Вĕсене пулăшса тăвакан пысăк ĕçшĕн республика Пуçлăхĕ медицина ĕçченĕсен ячĕпе уйрăммăн тав сăмахĕсем каларĕ.

«Инкек пире пĕрлештерчĕ, – терĕ Олег Алексеевич. – Сывлăх сыхлавне пĕтĕм общество пулăшрĕ. Çав шутра – медиксене тÿлевсĕр апатпа тивĕçтерни, волонтерсен пулăшăвĕ, ытти… Республикăра пурăнакан кашни çынна пулăшушăн тата лару-тăрăва ăнланнăшăн тав тăватăп».

Пирĕн сывлăх сыхлавĕ тухăçлă ĕçленине çирĕплетрĕ пулин те, республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе, инфекци хăрушлăхĕ çивĕч нумай ыйтăва çиеле кăларчĕ. Калăпăр, тĕп хулари инфекци стационарĕнче çĕнĕ йышши оборудовани çителĕксĕрри. Клиника больницин корпусĕсем, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш, 80-мĕш çулĕсенче хута янăскерсем, кивелсе çитнĕ. Вĕсем медицинăн паянхи стандарчĕсене тивĕçтереймеççĕ.

Нацпроект пулăшнипе сывлăх сых­лавĕн çĕнĕ объекчĕсене тăватпăр, киввисене реконструкцилетпĕр. Владимир Путин Президент пирĕн клиника больницин çĕнĕ комплексне тăвассине ырланă. Олег Николаев хатĕрленÿ ĕçĕсене васкатмаллине, строительствăна 2021 çул вĕçĕнчен, 2022 çул пуçламăшĕнчен кая юлмасăр пуçламаллине палăртрĕ. Çавăн пекех онкодиспансерăн çĕнĕ корпусне те тума тытăнмалла.

Çав вăхăтрах медицинăн пуçламăш сыпăкĕ çине те алă сулма юрамасть. Çĕнĕ ФАПсем хута ямалла, пĕтĕмпе сывлăх сыхлавĕн 36 объектне тĕпрен юсамалла. Вăл малти вырăна ялсенчи медицина учрежденийĕсене кăларчĕ – унти инфратытăм пушшех юхăнса çитнĕ. Кăçал Улатăр районĕн больницине çĕнĕ томографпа тивĕçтермелле, Канаш тата Муркаш районĕсенче пысăк поликлиникăсем тумалли проект документацине хатĕрлемелле.

Тĕреве кашниех туйтăр

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырури тепĕр тема – пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшасси. Пандеми условийĕсенче фе­дераци шайĕнче ку енĕпе чылай йышăну тунă. Уйăрнă укçа виçи – 6 миллиард тенке яхăн. Респуб­лика шайĕнчи мерăсем те курăмлă: пурăнма кирлĕ виçене пĕчĕк­летменни, социаллă тÿлевсене индексацилени, амăшĕн капиталне пысăк­латни, 16 пине яхăн ачашăн шкула кайма хатĕрленмешкĕн тÿлев пани.

Нумай ачаллă çемьесем тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк пулмалла – унашкаллисем республикăра 15 пин ытла. Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 5 тата ытларах ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан пособисене пысăклатнă. Халĕ вара Олег Алексеевич пулăшă­вăн мĕнпур мерине çуллен индексацилессине тивĕçтерме хушрĕ.

Сахал тупăшлă çемьесене тĕревлемелли мерăсемпе усă курмалла. Ку енĕпе, сăмахран, социаллă контракт меллĕ. Унăн усси курăмлă, Чăваш Енре 5 пин ытла контракт тунă та ĕнтĕ – 19 пин ытла çыннăн укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăрăвне лайăхлатма май килнĕ. Çак практикăна тăсмалла. Тĕллев – 2025 çул тĕлне республикăри чухăнлăх шайне 14,3% таран чакармалла. Паян вăл 17,4% шайĕнче.

Çынсен сывлăхĕ чи малтанах сывă пурнăç йĕркипе çыхăнни паллă. Çавна май спорт пĕлтерĕшĕ пысăк. Апла тăк çынсемшĕн спортпа туслă пулмалли май ытларах кирлĕ. Пĕлтĕр Шупашкарта хоккей центрне хута янă. Элĕкре 25 метрлă бассейн ĕçлеме тытăннă. Кăçал Патăрьелте тата Çĕрпÿре стадионсем хута каймалла, тĕп хулари «Атăл» стадион реконструкцине пуçармалла. Олимп резервĕсен шкулĕн 50 метрлă бассейнĕн проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитермелле, çитес çул Çĕнĕ хулара тăрăллă футбол манежне тата каток тумалла.

Ăнăçлă практикăсен тĕслĕхĕ вырăнне Олег Алексеевич «кĕмĕл» çулсенчи çынсем валли спорт учрежденийĕсене тÿлевсĕр çÿремелли меле ĕçе кĕртнине асăнчĕ. Çак тата ытти мера спортпа туслисен йышне 20% пысăклатма май панă – кунашкал ÿсĕм нихăçан та пулман. Вăл çавăн пекех çĕршывăн пĕрлехи спорт командисене кĕрекен ентешсене стипендипе хавхалантармалли йышăнусене аса илтерчĕ, Олимп вăййисен призерĕсене хавхалантармалли мерăсене çĕнĕрен пăхса тухма чĕнсе каларĕ – вĕсем нумай çул çĕнелмен.

Пĕлÿ – вăй

Пысăк пĕлтерĕшлĕ сфера – вĕрентÿ: пĕлÿ яланах ăнăçу тумалли ресурс пулнă, пулĕ те. Кашни ача талантне аталантарассине тĕпе хумалла. Çак тĕллевпе ялсенче тата пĕчĕк хуласенче «Ÿсĕм вырăнĕ» ятпа ултă теçетке ытла центр уçма палăртнă.

Пĕлтĕр республикăра 7 садик уçнă, кăçал тата 9 ача сачĕ хута каймалла – 1760 ача йышăнмалăх. Иртнĕ çул Çĕнĕ хулара Атăлçи округĕнчи чи пысăк – 1600 ача вĕренмелĕх – шкул алăкĕсене уçнă. Кăçал Муркаш районĕнчи Кашмашра тата Патăрьел районĕн­чи Шăнкăртамра çĕнĕ шкулсем хута каймалла. Çитес çул Шупашкарти Сад микрорайонĕнче 1650 ача йышăнмалăх пысăк шкул уçăлмалла. «Университет», «Лента», «Радужный» микрорайонсенче, Кÿкеçре, Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕ шкулсем тума пуçлас тĕлĕшпе те пысăк ĕç пурнăçланă ĕнтĕ. Строительствăна кăçалах пуçарассине регион ертÿçи тĕллев вырăнĕнче палăрт­рĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕсен капиталлă юсавĕ – пысăк тепĕр ĕç. Вĕсенчен 252-шĕ 50% ытла юхăннă ĕнтĕ. Çитес 5 çулта пурне те юсамалла. Вăл çавăн пекех ачасен шкулти тÿлевсăр апатланăвне, унăн пахалăхне тивĕçтермеллине па­йăррăн палăртрĕ. Вĕрентÿ пирки каланă май чăваш чĕлхи çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ: унăн сумне ÿстермелле, унпа усă курассине анлăлатмалла, çакăн валли условисем йĕркелемелле. Вĕрентÿ министерствине чăваш чĕлхипе литературин çĕнĕ учебникне хатĕрлеме хушрĕ, вăл мĕнпур шкула, библиотекăна çитмелле.

Унтан сăмах культура çине куçрĕ. Чăваш автономийĕн юбилейĕ тĕлне культура объекчĕсен строительстви, юсавĕ тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Кăçал Чăваш патшалăх филармонийĕн реконструкцине вĕçлемелле. Тата – Оперăпа балет театрĕн реконструкцине пуçармалла. Олег Алексеевич Культура министерствине Оперăпа балет театрĕн 2025 çулчченхи аталану стратегине хатĕрлеме хушрĕ. Ялсенчи культура учрежденийĕсене пырса тивекен самант çинче чарăнса тăчĕ: клубсене юсатпăр, анчах унта ĕçлеме çын çитмест. Вĕсен ĕçĕн графикĕ те ялсенче пурăнакансене тивĕçтермест. Культура учрежденийĕсен ĕçĕн пĕрлехи стандарчĕсене çирĕплетмелле, çав шутра – вĕсене кадрсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те.

Экономика – аталану никĕсĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă май пĕлтĕр социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине, 2035 çулчченхи стратегие хатĕрленине аса илтерсе хамăрăн майсене тĕплĕ тишкерни çинчен каларĕ. Никĕс вырăнĕнче – предпринимательлĕхпе çыхăннă пуçарулăха вăй парасси. Уйрăм условиллĕ зонăсем йĕркеленин усси курăмлă.

Канашри васкавлă аталану территорийĕнче паян виçĕ резидент ăнăçлă ĕçлет, 120 ĕç вырăнĕ. Шупашкарти индустри паркĕсенче 5 предприяти йĕркеленĕ. Кăçал тата икĕ производство уçăлмалла. Канашри ТОСЭР ĕçне анлăлатмалла. Тата 14 резидент ĕçе пуçăнмалла. Инвестицисен калăпăшĕ 7 миллиард тенкĕрен иртмелле, çĕнĕ 1,5 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелемелле.

Аталанăвăн уйрăм программипе килĕшÿллĕн республикăра технопарксем уçăлмалла. Çĕнĕ Шупашкар пирки – уйрăм калаçу. Унта та ТОСЭР тума палăртнăччĕ. Федераци Правительствипе килĕшсе татăлнă, анчах унашкал территорисем йĕркелес тĕлĕшпе моратори палăртнă май халĕ уйрăм экономика зони туса хума сĕнеççĕ. Олег Николаев Экономика аталанăвĕн министерствине ыйтăва вăраха ямасăр татса памалли пирки асăрхаттарчĕ: тивĕçлĕ документсене РФ Правительствине тишкерме памалла.

Республикăн инвестици илĕртÿлĕх­не ÿстермелли ыйтусемпе çине тăрса ĕçлемелле. Бизнеса çăмăллăхсем парас енĕпе нумай мера йышăннă, çак ĕçе тăсмалла. Пĕчĕк тата вăтам бизнес пĕлтерĕшне хакламалли цифрăсем: республикăра пурăнакансен виççĕмĕш пайне ĕçпе тивĕçтереççĕ, респуб­лика бюджетне кĕрекен налуксен 30% – вĕсен тÿпи. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ предпринимательсене çăмăл стартпа тивĕçтермелли, бизнеса пулăшмалли пĕрлехи институт йĕркелемелли тĕллевсене палăртрĕ. Кашни бизнес-иде­йă­на тишкермелле, пурнăçлама пулăшмалла.

Республикăра 2,4 пин ытла промышленноç предприятийĕ ĕçлет. 75 пин ытла ĕç вырăнĕ. Пĕлтĕр пандемие пула нумай предприяти йывăрлăха лекнĕ. Çавна май промышленноç производстви чакнă. Раççей шайĕнче çухату пирĕннинчен те пысăкрах, анчах ку лăпланмалли сăлтав мар. Регион ертÿçи кăçал ÿсĕме тивĕçтерес енĕпе пĕтĕмпех тумалли çинчен каларĕ.

Ку енĕпе вăл темиçе çул-йĕре палăртрĕ. Чи малтанах – кластерсем йĕркелесси. Вĕсем конкурентлăх условийĕсенче ĕçе пулăшаççĕ. Пирĕн лайăх тĕслĕх пур – электротехника кластерĕ. Çавнашкал тытăмсене ытти сферăра та йĕркелемелле – çăмăл промышленноçран пуçласа ял хуçалăх продукцине тирпейлесси таран. Кластер мелĕ çĕнĕ тытăмсене федераци бюджечĕн пулăшăвĕпе усă курма май парĕ. Çак ĕçе йĕркелемешкĕн Кластер аталанăвĕн центрне туса хумалла, унăн ĕçне «Манăн бизнес» центр сăнаса пытăр.

Экспорт тĕллевĕллĕ продукци туса кăларни предприятисен тупăшне пысăклатать. Олег Алексеевич кăмăллăн палăртрĕ: ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ ÿссех пырать – 36 миллион доллара çитнĕ, тавар тĕнчери 37 çĕршыва каять. АПК производстви пĕлтĕр 105% танлашнă, анчах кунпа çырлахма юрамасть. «Тĕллев – кашни гектар тухăçне пысăклатасси, – терĕ Олег Алексеевич. – Хальлĕхе вара хăш-пĕр организаци гектартан 10-11 пин тенкĕлĕх продукци туса илет, чи лайăх хуçалăхсем – 400 пин тенкĕ таран». Çак уйрăмлăха чакармалли çулсенчен пĕри – продукцие тĕплĕ тирпейлесси. Хальлĕхе сĕтĕн – виççĕмĕш, аш-какайăн тăваттăмĕш пайне республикăран «чĕрĕлле» ăсататпăр. Пахча çимĕç те юта уйранах йÿнĕпе каять. Çакăнпа çырлахма юрамасть.

Республика ял хуçалăхне пысăк пулăшу кÿрет – техника туянассинчен пуçласа фермăсем хута ямашкăн укçа уйăрни таранах. Олег Николаев урăх ниçта та çук продукци туса илес тĕлĕш­пе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Çав шут­ра – хăмла. Пирĕн наука никĕсĕ, ла­йăх сортсем, ытти пур – çакăнпа усă курмалла. Çулталăк вĕçлениччен хăмлапа ĕçлемелли районсене палăртмалла, вĕсене пулăшмалла. Çавăн пекех вăл Чăваш Енĕн çĕр улми çитĕнтерессипе çыхăннă, юлашки çулсенче хавшанă позицийĕсене тепĕр хут çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Çак тĕллеве республика аталанăвĕн пилĕкçуллăх комп­лекслă планне кĕртме хушрĕ.

Малашлăх – пултаруллă кадрсенче

Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ. Шел те, пĕлтĕр, пандеми вăй илнĕ тапхăрта, республикăра ĕçсĕрлĕх тăруках пысăкланнă – 7 хут ÿснĕ. Кăçал ĕçлекенсен йышне 2019 çул вĕçĕнчи шая тавăрмалла.

Кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхне сирессине вăл регионăн тĕллевлĕ саккасне ĕçе кĕртнинче курать. Паян вузсемпе ссузсенчен çуллен 14 пинрен кая мар çамрăк вĕренсе тухать. Çав вăхăтрах – кадрсен дефицичĕ: вĕрентÿре, медицинăра, производствăра, ял хуçалăхĕн­че… Апла тăк камсене вĕрентсе хатĕрлетпĕр?

Акă мĕншĕн Олег Алексеевич республикăна çитес çулсенче хăш профессисемпе мĕнле кадрсем кирлĕ пулассине тĕплĕ тишкерме, вĕрентÿ организацийĕсен программисене çĕнетме хушрĕ. Шкулсенче профильлĕ классем йĕркелени вырăнлă, экономикăра тата социаллă сферăра кирлĕ специальноçсемпе вĕренмешкĕн çамрăксене тĕллевлĕн йышăнмалла: «çулталăк варри тĕлне пирĕн уçăмлă тата ăнланмалла документ пулмалла» – ăна пурнăçлани кадрсен рынокĕнчи туртăмсене шута илме пулăшĕ.

Тепĕр тема – пурнăçри мĕнпур процеса цифровизацилесси. Экономикăн тĕп отраслĕсенчи цифра трансформацийĕ – Президент палăртнă тĕллев. Олег Николаев республикăн цифра трансформацийĕн стратегине хатĕр­лемеллине палăртрĕ. Çитес виçĕ çулта паташлăхăн тата муниципалитетсен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăшу ĕçĕсене пурне те электрон мелĕ çине куçармалла. Çакăнпа пĕрлех влаç органĕсен пулăшу ĕçĕпе тивĕçтернĕ чухне граждансенчен ыйтакан документсен шутне май пур таран чакармалла. 2022 çул тĕлне пулăшу ĕçĕсене 25% кая мар пайĕпе дистанци мелĕпе тивĕçтермелле. Олег Николаев региона хамăрăн информаци-телекоммуникаци инфратытăмĕ кирлине пусăм тусах палăртрĕ, унсăрăн патшалăх тивĕçĕсене тухăçлă пурнăçлама май çук.

«Вăрçă ачисен» çăмăллăхсем пулĕç

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă май транспортпа, пассажирсене илсе çÿрессипе çыхăннă ыйтусене те çĕклерĕ. Çав шутра – Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи çул çÿревĕн «сухалланнă» ыйтăвне. Унăн шухăшĕпе, пассажирсем пĕр хуларан теприне çитмешкĕн темиçе транспортпа усă курни, çавна май вĕсен темиçе хут тÿлеме тивни йĕркеллĕ пулăм мар – ыйтăва «хупмаллах».

Кăçал тĕп хулари Граждан урамĕн реконструкцине пуçармалла. Виççĕмĕш транспорт çурма ункине проектлассине вĕçлемелле. Çитес виçĕ çулта районсен хушшинчи çулсен асфальтсăр сыпăкĕсене пĕтермелле. Кăçал Сĕнтĕрвăрри тата Куславкка районĕсене çыхăнтаракан çул строительствин проектне хатĕрлесе çитерме палăртнă. Çитес çул Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсене çыхăнтаракан çула тăвасшăн. Çавăн пекех вăл Етĕрне тавра çул тăвассине вĕçлемеллине пусăм тусах палăртрĕ. Ĕçсене чарса лартиччен унта 700 миллион тенке яхăн хывнă, çул Етĕрне урлă иртекен транспорт юхăмне чакарĕ. Раççей Транспорт министерствине строительствăна вĕçлемешкĕн заявка памалла.

Олег Николаев çавăн пекех экологи ыйтăвĕсем çинче та чарăнса тăчĕ. Елчĕкри тата Элĕкри каяш вырăнĕсене рекультиваци тунă, кăçал Канашра рекультиваци тумалла, Çĕрпÿри тата Красноармейскинчи вырăнсене хупмалла. Çавнашкал çĕнĕ вырăнсем йĕркеленесрен сыхланмалла. Çак тĕллев­пе хытă каяшсене уйрăммăн пухассине йĕркелени вырăнлă, тирпейлекен каяшсен тÿпине пысăклатмалла.

Çырура халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессипе, çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарассипе, туризмпа çыхăннă ыйтусене те тимлĕх уйăрнă. Пысăк тĕллев – пурăнмалли çурт-йĕр строительствине ÿстересси. Владимир Путин Президент çуллен çын пуçне 0,83 тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр тума тĕллев лартнă. Чăваш Енре пĕлтĕр çак кăтарту 0,48-па танлашнă. Олег Алексеевич иккĕленмест: пирĕн Президент палăртнă тĕллеве пурнăçламашкăн пĕтĕм май пур. 2030 çул тĕлне вара кашни çын пуçне 1 тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр тумалла. Строительство экономика аталанăвĕшĕн те хăватлă драйвер пулĕ. Çакна тĕпе хурса вăл Министрсен Кабинетне комплекслă строительство валли лаптăксем хатĕрлес, тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелес тĕлĕшпе мерăсем йышăнма хушрĕ.

Ялсен хăтлăхĕ пирки сăмах пуçарнă май Олег Алексеевич ял тăрăхĕсен нумай ыйтăва татса памашкăн укçа çителĕксĕррине палăртрĕ. Çавăнпа пĕл­тĕр трансфертсен калăпăшне пысăклатнă. Анчах муниципалитетсем укçапа тухăçлă усă курас тĕлĕшпе ыйтусем пур. Вырăнти тĕрĕслев тивĕçлĕ шайра мар. Çавăнпа тухăçлăха хакласси те чăрмавлă. Çакна шута илсе регион ертÿçи Финанс министерствине муниципалитетсенчи тĕрĕслевпе шут органĕсен ĕçне лайăхлатассине тивĕçтерме хушрĕ.

Çырăва вĕçленĕ май Олег Алексеевич социаллă çăмăллăхсен теми патне таврăнчĕ. Пĕлтĕр «вăрçă ачисен» статусне çирĕплетнине аса илтерчĕ. Малашне вара çак статусăн укçан виçекен енĕ те пулĕ: республика бюджетне пирвайхи хут тÿрлетÿ кĕртнĕ чухнех çакна шута илме хушрĕ. «Вăрçă ачисем» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă кÿрĕç.

– Çырура палăртнă тĕллевсем чăннипех пысăк, – терĕ сăмахне вĕçленĕ май Олег Николаев. – Вĕсене пурнăçласси кашни çын хăйĕн вырăнĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хунинчен нумай килет. Кашнин ĕçĕ пĕрлехи ĕçĕн пĕр пайĕ пултăр. Паянхи условисенче асатте-асаннен, кукаçи-кукамайăн çирĕп кăмăлĕ çине таянса, кашнин хăйĕн вырăнĕнчи пĕлтерĕшне ăнланса эпир хамăр шутланинчен те чылай пысăкрах ĕçсем пурнăçлама пултаратпăр.

Зал çак сăмахсене алă çупса йышăнчĕ.

Н.КОНОВАЛОВ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика