Окоп та чавнă, выçă та пулнă - пурпĕрех çĕнтернĕ

IvanovaСăр чикки чăваш халăх историйĕнчи тертлĕ, çав хушăрах мăнаçлă страница, мĕншĕн тесен арçынсем вăрçă хирĕнче юн тăкнă вăхăтра хĕрарăмсемпе ачасем сивĕне, выçлăха парăнтарса, йывăрлăха пăхмасăр окоп чавас çĕрте пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Шăпах вĕсен ĕç паттăрлăхне çамрăк ăрăвăн куçĕ умне кăларас тĕллевпе çав вăхăтра тăрăшса пĕр кун сиктермесĕр ĕçлекенсене Чăваш Енре «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа – 80 çул» ятлă медальпе чыслассине пĕлтернĕ. Вĕсен ретĕнче пирĕн районти Шăплат ялĕнчи Любовь Ивановна Аркадьева та тивĕçнине палăртма кăмăллă.

Вăл 1925-мĕш çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Айдарово ялĕнчи Анастасия Алексеевнăпа Иван Александрович Лебедевсен çемйинче кун çути курнă. Вĕсен çемйинче 6 ача – виçĕ ывăл та виçĕ хĕр пулнă. Вăл вăхăтри ачасен ачалăхĕ пурин те пĕрешкел пулнă. Пуррипе мухтанман, çуккипе хурланман. Камăн мĕн пур – саплаштарса пурăннă. Çын çине тухмалла чухне юлташăн хитре япалисене те тăхăнма тивнĕ, кÿршĕ патне кă­вар та илме кайнă, тепĕр чухне тăвар та кивçен илнĕ, пĕр-пĕрне ăнланса, туслă пурăннă. «Кÿршĕн пулсан, манăн та пур», - тенĕ вăл вăхăтри çынсем.

Любовь Ивановна Кудемерти 7 клас­лă шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн малалла Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ пулнă. Çак вăхăт лăп та шăп вăрçă пуçланнă çул пулнă. Çавна кура çамрăк хĕр ача 1941 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 1942 çулхи июнь уйăхĕччен училищĕре 1 курс вĕренсе пĕтерет. Вăрçă тин пуçланнă, пурте нимĕçсене чăваш çĕрнех çитет тесе шутланă вăхăтра мĕнле чунпа вĕренсе ларăн-ха, майĕ те пулман унта вĕренме. Училищĕрен çар госпиталĕ туса хураççĕ, училищи вара Çĕрпÿ ра­йонĕнчи пĕр яла куçать. Çапла вара 1942 çулта çамрăксене окоп чавма чĕнме пуçлаççĕ.

Любовь Ивановна хальхи вăхăтра кăштах тăнран начартарах пулнипе, вăл маларахри çулсенче каласа панине унăн хĕрĕ аса илсе çапла пĕлтерчĕ: «Ирхине ирех ялти ытти çынсемпе пĕр­ле лаша кÿлсе лартса Аксарино ялĕ çывăхне тата Октябрьски салине окоп чавма илсе каятчĕç. Каялла та çапла лашапах киле таврăннă. Каялла килнĕ чухне хамăр йĕп-йĕпе, выçă, хăш чухне çапах шÿтлеме те вăй-хал тупаттăмăр, тепĕр чухне пĕри те пĕр сăмах чĕнмесĕр пыраттăмăр. Килте хутма вутă та сахал пулнă е вуçех те çукчĕ, ĕне çинĕ хыççăн улăм çийĕнчĕкне те хуткаланă. Йĕпенсе килнĕ тумтир çĕрĕпе типейменни те пулнă, тепĕр кунне нÿрлĕ çи-пуçпа кунĕпе окоп чавни те пайтах пулнă. Алă-урасем сивĕне пула тăм илсе кĕреçе тытайми хытса каятчĕç. Чĕр­куççи те сивĕ çанталăка пула нумай шар курнă. Сурчăка сурсан çĕре çитиччен шăнса хытатчĕ. Юрать, çак вăхăтра çанталăкĕ çав тери сивĕ пулнă, нимĕçсем шартлама хĕле чăтаймасăр каялла чакнă. Ку пирĕншĕн хăйне евĕрлĕ çĕнтерÿпе танах пулнă. 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче эпĕ каллех училищĕре вĕренме тытăнтăм та 1945 çулта вĕренсе пĕтерсе алла диплом илтĕм. Вăл вăхăтра дипломлă специалистсене направленипе янă. Мана вара Вăрмар районĕнчи Шăплат ялне пуçламăш классене вĕрентме ячĕç. Çапла вара эпĕ Шăплатри 4 класлă шкулта ĕçе пуçăнтăм. Çав тери килĕшетчĕ мана ĕçлеме. 1948 çулта ялти Александр Аркадьевич Аркадьевпа пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Эпĕ ку яла ĕçлеме килнĕ вăхăтра вăл салтакра пулнă. Ăна 1944 çулта салтака илсе каяççĕ, вăл Польшăна лекет, Винница хулинче радист пулса службăра тăрать. 1946 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче вăл салтак­ран таврăнать. Çамрăксем каçхи вăййа тухсан тĕл пултăмăр хамăн пулас мăшăрпа. Çамрăк пулнă ĕнтĕ, пĕр-пĕр­не килĕштернĕ пуль. Туслăх кăшăлĕ юратăва çаврăнчĕ те çемье çавăртăмăр. Пирĕн çемьере 5 ача çуралать – 4 хĕр те пĕр ывăл. Мăшăр, Александр Аркадьевич, «Слава» колхозра водительте вăй хурать, эпĕ вара – вĕрентекенре. Çемье ача-пăчапа телейлĕ: асли Галина, иккĕмĕш хĕрĕ – Людмила, виççĕмĕшĕ - Валентина, тăваттăмĕшĕ - Алевтина, чи кĕçĕнни Николай. Ачасем пĕрин хыççăн тепри питĕ пултаруллă çитĕнчĕç. Пурте хăйсен пурнăç çулĕ çине тăнă. Шел пулин те, ашшĕ вĕсен савăнăçĕпе савăнаймарĕ, 1980 çулта чире пула çĕре кĕчĕ», - тесе тăтăшах аса илетчĕ анне хăйĕн кун-çулĕ пирки каласа панă вăхăтра.

«1949 çулта ялти шкулта ачасем сахалланса юлнине кура вĕрентекенсенчен пĕрне урăх çĕре ĕçлеме куçараççĕ. Вăл вăхăтра пирĕн анне çамрăк пулнăран Куславкка районĕнчи Энтрипасар ялĕнчи 7 класлă шкула вĕрентме çÿрет. Килтен ирхине ирех тухса каятчĕ те кăнтăрла иртсен тин киле таврăнатчĕ. Çапла вăл 10 çул вăй хурать çак шкулта. 1959 çулта ялти шкулта вырăн пулать те анне унта ĕçлеме куçать. Çапла вара 1976 çулччен, тивĕçлĕ канăва тухичченех, вĕрентет вăл ачасене. Ĕçне кура хисепĕ тенĕ пек ăна тĕр­лĕрен Хисеп грамотисем тата Тав хучĕсем парса наградăлаççĕ. Ялта та, районта та, çавăн пекех республикăра та ятлă-сумлă çынсен ретĕнче пулнă хисеплĕ педагогика ветеранĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл килте ларман, тÿрех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Ялти сад пахчине ĕçлеме çÿренĕ. Вăл вăхăтра колхоз садĕнче тĕрлĕ улма-çырла çитĕнтернĕ. Килти пахчара та яланах тухăçлă пахча-çимĕç çитĕнтернĕ. Аттепе иккĕшĕ те ĕçлĕхлĕ çынсем пулнă, пире те çавнах хăнăхтарнă.

Кăштах аннен ашшĕпе амăшĕ пирки тата вĕсен ачисем çинчен те каласа хăварас килет. Вăрçă вăхăтĕнче унăн ашшĕ, пирĕн кукаçи Горький облаçĕн­чи çар заводĕнче ĕçленĕ, оборонăна тылран пулăшнă. Кукамай колхоз ĕçне хутшăннă, бригадăра вăй хунă, мĕн хушнине пурнăçланă. Вăл вăхăтра вăрçă нуши кашни килех кĕрсе тухса мĕн илме пултарнине туртса илнĕ. Аслă пиччĕшĕ Александр вăрçа хутшăннă, пĕр хĕрÿ çапăçура ĕмĕрлĕх пуçне хунă, киле таврăнайман. Иккĕмĕш пиччĕшĕ те вăрçа хутшăннă, шел пулин те вăл та киле таврăнайман, вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Кĕçĕн шăллĕ – Петр вăрçă хыççăнхи çулсенче салтак службине каять. Ăна мирлĕ пурнăçра та салтак службине ăнăçлă тат­са киле таврăнма пÿрмен пулас шăпа, унăн пурнăçĕ служба вăхăтĕнче сасартăк татăлать. Ăна цинк тупăкпа илсе килсе пытараççĕ. Ялĕпех хурланчĕç унăн шăпи çапла килсе тухнишĕн. Пурнăç малаллах шунă. «Вăхăт пурне те вырăна лартать», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Вилĕ тăпри пусăрăннăçемĕн хуйхă та пусăрăнать тенĕ пек, чунри ырату та пĕчĕккĕн лăпланса пынă. Анне вăл вăхăтра вĕрентекенре ĕçленĕ. Йăмăкĕ - Валентина, çĕвĕçĕ ĕçне килĕштернĕ, тепĕр йăмăкĕ Людмила ветеринари врачĕ пулса тăрăшнă. Туслă çемьере виçĕ ывăла çухатасси çăмăлах пулман ĕнтĕ. Аннепе ытти пĕр тăванĕсем пĕр-пĕрне пулăшса, туслă пурăнса ватлăх кунне кĕтсе илнĕ», – терĕ унăн аслă хĕрĕ.

Хальхи вăхăтра Любовь Ивановна 95 çул тултарнă кинеми ĕнтĕ. Хă­йĕн аслă хĕрĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Ватăлмалăх кунра мĕн кирлĕ ĕнтĕ: ăшă кăмăл, таса вырăн, килте шăкăл-шăкăл. Мăнуксен савăнăçлă сасси кăмăла çĕклесен пурăнас та пурăнас килет пулĕ. Любовь Ивановна çулĕпе çамрăках мар пулин те хăйне патвар тытать. Хăй вĕрентĕ ачисем тăтăшах ун патне килсе çÿрени те пурăнас кун-çулне тăснине калать вăл. Сывлăхĕ енчен кăштах хавшанă пулсан та хăй патне килнĕ хăнасене вăл яланах тарават. Ялти ятлă-сумлă вĕрентекене пурте хисеплеççĕ, сума сăваççĕ, сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлеççĕ, вăрăм кун-çул сунаççĕ. «Пурнăç çулĕ такăр мар, вăл таçта та илсе çитерет, темĕн те кăтартать. Апла пулсан та çынлăха нихăçан та ан çухатăр, пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлĕр, кирлĕ пулсан пулăшăр», - тесе калатчĕ вăл пире шкулта вĕрентнĕ вăхăтра. Любовь Ивановнан вара çак лайăх енĕсем яланах малта пыраççĕ. Пирĕн вара унран тĕслĕх илмелли нумай.

С.АЛЕКСАНДРОВА, ялти библиотекарь.

«Чĕмсĕр чикĕсем» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ И.Данилова. Кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика