Виçĕ çĕнĕ тарасаллă пултăмăр

2020 çулта Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Юрьевич Яковлев ялти Полевая урамĕнче пурăнакансем валли виçĕ тараса çĕнетме программăна кĕртсе хăварнă.

SAM 0316Кăçал вĕсене пуçарулăх бюджечĕпе усă курса çĕнетме йышăннă. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ 128133,60 тенкĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн кирек епле проекта пурнăçламалли укçа-тенкĕн 60 процентне республика бюджечĕ уйăрса парать. Тепĕр 40 процентне ял тăрăхĕн администраципе ял халăхĕ çурмалла пуçтармалла. Энĕш­пуçĕнчи Полевая урамĕнче пурăнакансем 20 процентне пуçтарса панă. Ĕçсене пурнăçлама Шупашкарти Геннадий Николаевич Павлов уйрăм çын предпринимательпе ятарлă килĕшÿ тунă.

SAM 0317Нумай та вăхăт иртмерĕ, июль уйăхĕнче икĕ кун хушшинче виçĕ тараса çĕнĕрен чавса та хутăмăр. Шупашкартан хăйсен автомашинипе илсе килнĕ бурпа çĕре пăраласа хĕрлĕ тăмне кăларчĕç, бетон ункăсем антарса хăварчĕç. Пĕр тараса валли 11 ункă /кольцо\, иккĕмĕш тарасине 12, виççĕмĕш тарасине 10 ункă вырнаçтарнă. Тарасасенче шывĕ питĕ лайăх тăрать, ку урамра пурăнакансем питĕ хĕпĕртерĕç, савăнчĕç шыв пуррипе. Çак ĕçре ял халăхĕ питĕ çине тăчĕ. Вĕсен шутĕн­че А.М.Аресьев, В.И.Григорьев, И.П.Васильев — Иоанн атте, П.Е.Сергеев, Н.Т.Игнатьева, Т.В. Александрова, Н.А.Изосимов, С.П.Николаев, Н.И. Семенов, А.А.Николаева, В.В. Абрамова, А.Г.Александров, А.В.Михайлов, водительте пĕрле ĕçлекен Андрей. Паллах, ĕç-пуçа йĕркелесе ирттерессипе Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Александр Юрьевич Яковлевăн тÿпи пысăк. Пĕрле халăхпа ĕçлесен ĕç кал-кал пырать. Малашне те ялта пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланасса шансах тăратпăр.

А.АЛЕКСАНДРОВ, Энĕшпуç ял тăрăхĕн депутачĕ.

Палăртнă вăхăтра вĕçленессе шансах тăратпăр

Çĕршывра, республикăра, çав шутра пирĕн районта та вырăнти халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе тĕрлĕрен программăсем ĕçлеççĕ. Çав шутра пуçарулăх бюджечĕн пулăшăвĕ те курăмлă.

img 20210806 145224Тикаш ял тăрăхĕнче те çак программăна тĕпе хурса тĕрлĕрен ĕç­сем пулса пыраççĕ. Пуçарулăх бюджечĕпе ĕçлесси кăçал та малалла пырать. Ку енĕпе Хĕрлĕçыр ялĕнче хĕрÿ ĕçсем пурнăçланаççĕ. Кунта ытларах – халăх пуçарулăхĕ. Çапла пулмасăр, хамăр пурăнакан вырăн хăтлă та илемлĕ пулни пурне те савăнтарать. Яла килекен хăнасем те çак илемлĕхе тата хăтлăха тÿрех туйса илеççĕ, кăмăлĕсем уçăлаççĕ. Тен, хăш-пĕрисем пурăна киле яла та каялла таврăнĕç. Хĕр­лĕçырсем ялта шыв пăрăхĕ начаррипе тарăхсах çитнине кура кунта кăçал çĕннисемпе улăштарма калаçса татăлтăмăр. Ялти Николаев, Кубня тата Набережная урамсенчи шыв пăрăхĕсене пуçарулăх бюджечĕпе улăштарма смета докуменчĕпе 493330,80 тенкĕ укçа кирлине палăртнă, çав шут­ран республика бюджетĕнчен 295998 тенкĕ, вырăнти бюджетран 197332,80 тенкĕ. Вырăнти бюд­жетăн çуррине – 98666,40 тенкине - ялта пурăнакансем хăйсен укçине пуçтарса Тикаш ял тăрăхĕн расчет счечĕ çине куçарнă. Электронлă аукцион ирттерсе «СК «Хастар» тулли мар яваплă общество выляса илнĕ. Унăн руководителĕ Павел Николаевич Амурцев. Çак вăхăт тĕлне Хĕрлĕçырти Николаев урамĕнчи шыв башнине 215280,00 тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем тунă. Ял халăхне шывпа тивĕçтерекен объект­ра тарăнăшне вырнаçтармалли электронасуса улăштарнă. Электронасус патĕнчен шыв башнине çитекен тимĕр пăрăхсене пластмасс пăрăхсемпе çĕнетнĕ. Электричество кабелĕсене те çĕннисемпе улăштарнă, тимĕр савăтсене /емкость\ юсаса сăрланă, хÿтлĕхпе управленин çĕнĕ станцине лартнă. Хальхи вăхăтра Кубня урамĕнче 280 м тăрш­шĕ, Набережнăй урамĕнче - 140 м, Николаев урамĕнче 190 м шыв пăрăхĕсен сечĕсене юсанă. Пĕтĕмĕшле илсен 610 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕсен сечĕсене юсамалла. Кунта ытларах халăх вăйне, уйрăмах Çĕнĕ Вĕренерти Николай Ильич Антоновăн ырă ĕçне палăртса хăвармалла. Вăл хăйĕн килĕнчи экскаваторĕпе ĕçлесе ырă тĕслĕх кăтартать. Хĕрлĕçырти строительст­во ĕçне Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Алексеевич Черкасов тĕрĕслесех тăрать. Хĕрлĕçырти шыв пăрăхĕсене çĕннисемпе улăштарас ĕçĕн çуррине ытла пурнăçланă. Ку ĕç палăрт­нă вăхăтра вĕçленессе шансах тăратпăр.

Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче палăртнă ĕçсене пурнăçлама пуçарулăх бюджечĕ курăмлă пулăшни палăрать, апла пулсан малашне те ăнăçлă ĕçлемелле пултăр.

В.НАРСОВ, Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ.

«Халăхран та нумай килет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА тата А.НИКОЛАЕВА редактор хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика