Районта хĕрÿ вăхăт пулнă май уй-хирсенче те, йĕтем çинче те техника шавĕ кĕрлесе, ял хуçалăх ĕçченĕсен сасси янăраса тăрать. Халăх çĕр-аннемĕр парнеленĕ пурлăха вăхăтра тата туллин пухса кĕртес тĕлĕшпе ирĕн-каçăн тар тăкать.

037Çак кунсенче Вăрмар ра­йон администрацийĕн пуçлă­хĕн заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев тата «Раççей ялхуçалăх центрĕ» федераллă патшалăх бюджет учрежде­нийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн тĕп агроно­мĕ Л.Иванова «Ямуков Г.Н.», «Ванюков В.Н.», «Сер­ге­ев В.М.» хресчен-фермер хуçалăхĕсене çитсе курчĕç. Кашни хăйĕн тĕллевĕпе - Николай Михайлович уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕ, Любовь Ильинична вырнă тырра тата кĕр­хи çĕртме валли хатĕрленĕ вăрлăха пур енчен те тĕрĕслеме тесе хутаçсене тултарчĕ. Кĕл­кеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Кузьмин та тăван уй-хирсенчи ĕç-пуçпа кăсăкланса вĕсемпе пĕрле рейда тухрĕ.

«Ямуков Г.Н.» хрес­чен-фер­­мер хуçалăхĕнче кирек хă­çан кайсан та ĕç вĕресе тăрать. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Çурхи культурăсене те выраççĕ, кĕрхисене те акма хатĕрленеççĕ, çĕр улми те кăларма пуçланă.

Кăçал хуçалăхра 221 гектар çĕр çинче «Жуковский» супер элита, «Джувел», «Манифест», «Гала», «Ред Скарлетт», «Крона», «Удача» сортлă çĕрулми лартса хăварнă пулнă. Яваплă çынсем пынă чухне «Джувел» сортлă ир пу­лакан тата пысăк тухăçлă çĕр улмине кăларатчĕç кунта, ун­сăр пуçне «Жуковский» сорт­лине те кăларма пуçланă. Шултра çĕр улми йăран çинче шап-шурă выртать.

Çĕр улми пуçтарнă çĕрте аслăраххисем те, çамрăкраххисем те, хуçалăхра чылай çул вăй хуракансем те, районти ĕç­пе тивĕçтерекен центр урлă вăхăтлăх килĕшÿ тунисем те ĕç­леççĕ. Çĕр улми пуçтаракансем 44 çын. Тиевçĕсем 15-ĕн ĕçлеççĕ, вĕсем михĕсем çине тултарнă «иккĕмĕш çăкăра» трактор çине тиесе яраççĕ, ана çинчен çĕр улми килессе вара ăна туянас текенсем кĕтсех ла­раççĕ. Çапла вара çĕр улмине хранилищĕне кĕртмесĕрех кирлĕ çĕре ăсатаççĕ. Авгус­тăн 21-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 10 гектар çинчен 250 тонна çĕр улми пуçтарнă.

Пĕрчĕллĕ культурăсене кунта пурĕ 708 гектар çĕр çинче çитĕнтереççĕ. Кĕрхисене пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Асăннă кун комбайнерсем - В.Степанов, В.Сорокин, С.Иванов - урпа ани çинче ĕçлетчĕç, çапса тĕ­шĕленĕ тырра Н.Васильев­па М.Краснов склада турттаратчĕç. Ав­густăн 21-мĕшĕ тĕлне урпана 280 гектар çинчен вырса илнĕ. Çанталăкĕ лайăх тăрсассăн çак кунсенче кĕрхи çĕртмене тухма, 500 гектартан кая мар «Марафон», «Владимирская», «Мос­ковская-56» сорт­лă кĕрхи тулă акма планланине пĕлтерчĕ хуçалăх пуçлăхĕ Г.Ямуков.

«Ванюков В.Н.» хрес­чен-фермер хуçалăхĕнче те хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Николаевич комбайн çи­не хăй ларса иртен пуçласа каçчен хиртен кĕмест, вырма ĕçĕсене хăвăртрах вĕçлессишĕн тăрăшать. Райадмини­ст­рацин ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ĕнерхи кун тĕл­не кунта пурĕ 120 гектар çинчен 2510 центнер çурхи культурăсем çапса тĕшĕленĕ.

Пысăк Енккасси ял тăрă- х­ĕн­­­­ч­е ĕçлекен «Сергеев В.М.» хрес­чен-фермер хуçалăхĕн­­че­ 198 гектар çĕр çинчен 4280 центнер пĕрчĕллĕ культурăсем вырса илнĕ, 30 гектар çинче кĕрхи тулă акса хă­варнă.

И.ДАНИЛОВА.

Августăн 21-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7184 гектар çинчен вырса илнĕ, 17666 центнер тĕштырă çапса тĕшĕленĕ. 25 гектар çинчен 490 тонна çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ. 635 гектар çинче пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсем акнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика