IMG 8718

Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пысăк мероприяти пулчĕ. 5 «Г» кадет класне Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне паттăрла хунă В.П.Сергеев аслă лейтенант ятне пачĕç.

Мероприятие Владимир Сергеевăн амăшĕпе ашшĕ — Елена Гавриловнăпа Петр Владимирович, кадет класĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Константин Васильев, 39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн начальникĕ Сергей Григорьев, Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăйĕн Вăрмар районĕнчи обществăлла пулăшуçи Ирина Алексеева, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей хутшăнчĕç. Вĕсем кадетсене вĕренÿре те, спортра та малта пыма, Тăван çĕршывăмăрăн чăн-чăн патриочĕсем пулма сунчĕç. Ачасем тупа туса кадет ятне тивĕçлĕн тытса пыма сăмах пачĕç, сăвăсем каларĕç, вальс ташларĕç.

Владимир Сергеев 1997 çулта Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ, кĕçĕн классенче тăван ялти шкулта вĕреннĕ, 5-9 классенче Чупай шкулĕнче ăс пухнă. Вăл йĕлтĕрпе чупассипе Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ, спортăн ытти тĕсĕсем те уншăн ют пулман. Владимир Хусанти танк училищине вĕренсе пĕтернĕ, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче контрактпа службăра тăнă. 24 çултах танк взвочĕн командирĕ пулса тăнă. Умне лартнă задачăсене пурнăçланăшăн Суворов медальне тивĕçнĕ, анчах та ăна алла илсе ĕлкĕреймен, тан мар çапăçура вилмеллех аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, РФ Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, танк батальонĕн танк ротин танк взвочĕн командирне, гвардин аслă лейтенантне Владимир Петрович Сергеева Паттăрлăх орденĕпе (Орден Мужества) наградăланă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика