Кĕтеснерпе Сăхăтпуç ялĕсен историне кĕрсе юлакан кун пулчĕ. Кĕтеснерте çуралса ÿснĕ йĕкĕрешсем Марийăпа Анна Пчеловасем 100 çула çитрĕç. Чаплă юбилей Сăхăтпуç ялĕнче пулса иртрĕ. Хисеплĕ ватăсене ăшă сăмахсемпе Тăвай муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Тушкил территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Трофимов, Кĕтеснерти территори уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Елена Терентьева тав туса, ырă сунса саламларĕç, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Тав сăмахĕ çырнă открыткине пачĕç. Çавăн пекех юбилярсене Кĕтеснерти культура ĕçченĕсем те саламларĕç. Светланăпа Алексей Скворцовсем Марийăпа Анна сцена çинче юрланă юрăсене шăрантарса, уява илем кÿрсе татах та пуянлатрĕç. Тăванĕсем, ачисем, мăнукĕсем те юбилее тĕплĕн хатĕрленнĕ. Уявăн пуян сĕтелĕсемсĕр пуçне пÿлĕмсенче фотоальбомсем, саламлакан стена хаçачĕсем, тĕрлĕрен эрешсем хатĕрленĕ.
Камсем-ха вĕсем тулли ĕмĕр хĕрарăмĕсем, пысăк юбилее тивĕçлĕ йĕкĕрешсем? Пуçлар-ха Анна аппаран, вăл Марье аппаран темиçе сехет аслăрах. Анна Алексеевна Наумова /Пчелова\ 1925 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче, Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ÿссе çитĕнсессĕн юнашар яла Сăхăтпуçне Владимир Наумова качча тухса ĕмрипех çак ялта тĕпленсе пурăнать. Юратнă упăшкипе пĕрле 7 ача /Юра, Лена, Маркел, Елизавета, Гена, Лида, Валерий\ çуратса ÿстереççĕ. Ачисем те Анна аппа пекех ĕçчен çынсем пулса пурнăç тăваççĕ. Анна аппа Сăхăтпуçĕнчех Елизавета хĕрĕн çемйипе пурăнать.
Мария Алексеевна Казанцева /Пчелова/ та çав çултах, çав ялтах кун çути курать. Çитĕнсе çитсессĕн Кĕтеснер каччине Георгий Казанцева качча тухать. Вĕсем иккĕшĕ туслă çемье çавăрса 6 ача /Анатолий, Антонина, Алевтина, Ангелина, Алиса, Анна\ çуратса пăхса ÿстереççĕ. Ачисем пурте тĕрлĕ специальность илсе ашшĕ-амăшĕ пекех çемьеллĕ пулса анлă пурнăç çулĕпе утаççĕ. Юлашки вăхăтра Марье аппа та Сăхăтпуçĕнче тăван хĕрĕ Ангелина Георгиевна Алендеева /Казанцева/ патĕнче пурăнать. Паллă ĕнтĕ, ватлăх çитсессĕн, çын куçĕнчен пăхма пуçласассăн тăван хĕрсен хÿттинче пурăнма шанчăклăрах та, лайăхрах та.
Çăмăл пулман Марийăпа Аннан ачалăхĕпе çамрăклăхĕ. Йĕкĕрешсем çемьери пĕрремĕш ачасем пулнă. Вĕсем 13 çула çитсессĕн колхозра активлă ĕçлекен ашшĕ Алексей Пчелов репресси авăрне лекет. Ăна патша çарĕнче офицер пулнă тесе тытса каяççĕ, çемье ашшĕсĕр тăрса юлать. Пурнăçри йывăрлăхсем амăшĕ Ольга Егорова çине тиенеççĕ. Ачасем кашни кунхи çăмăл мар ĕçсенче пиçĕхсе ÿсеççĕ. 1941 çулта, вăрçă пуçлансассăнах ÿссе çитнĕ-çитмен йĕкĕрешсем ялтан тухса каяççĕ. Мария Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче ĕçлеме тытăнать. Патронпа снаряд ещĕкĕсем, çар валли йĕлтĕрсем тăвать, токарь, шлифовщица пулса ĕçлет. Анна çав вăхăтрах Ивановори торф кăларакан предприятинче йывăр ĕçе кÿлĕнет. Амăшĕ килте тепĕр виçĕ ачине пăхса юлать. Вăл вĕсене те, темле йывăр пулсассăн та, пурнăç çулĕ çине кăларма тăрăшать.
Анна ютра нумаях тытăнса тăмасть, Сăхăтпуçне качча тухсассăн колхозра ĕçлеме пуçлать. Мария нумай çул фабрикăрах тухăçлă ĕçлет. Вăл фабрикăран тухсассăн йĕкĕрешсен кун-çулĕнче пĕрпеклĕхсем нумайланаççĕ. Мария Кĕтеснерти Мичурин ячĕллĕ колхозра хăмла туса илес ĕçре, Анна Сăхăтпуçĕнчи «Красный Октябрь» колхозра выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçре пысăк опыт пухса чăн-чăн ăстаçăсем пулса тăраççĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн орденсене, медальсене, нумай Тав çырăвĕсене тивĕçлĕ пулаççĕ. Иккĕшĕ те хăйсен хуçалăхĕнче «Хисеплĕ колхозница» ята илеççĕ. Ăста хăмлаçăн Мария Казанцеван, ăста выльăх-чĕрлĕх пăхакан Анна Наумован ĕçри çитĕнĕвĕсене Вăрмарпа Тăвай район хаçачĕсем «Хĕрлĕ ялав» та, «Ял ĕçченĕ» те тăтăшах çутатса тăраççĕ.
Марье аппапа Анна аппан вăрăм кун-çулĕсен сăлтавĕ, паллах, вĕсем ĕçлĕ çынсем пулнинче. Анчах ку çеç те мар, вĕсем алла усса, иртнĕ пурнăç çине кÿренсе ларакан, эрех-сăрана юратакан çынсем пулман. Пушă вăхăтра вĕсем юрă-ташăпа интересленнĕ. Иккĕшĕ те халăх юррисене пĕлнĕ, илемлĕ сасăпа юрлама пултарнă. Районти тĕрлĕ сценăсем çинче яланах юнашар тăрса çепĕççĕн чăваш юррисене шăрантарса концерт куракансене тĕлĕнтернĕ, савăнтарнă. Йĕкĕрешсем пĕр-пĕрин патне çÿресех тăнă, тĕл пулса курса калаçмасăр пĕр эрне те иртмен. Икĕ ял хушшинчи 6 çухрăма çурран утса тухасси вĕсемшĕн ырă самант кăна пулнă. Паян вĕсене ачисемпе нумай мăнукĕсем савăнтарса тăраççĕ.
Çак йĕкĕрешсен, Марье аппапа Анна аппан пурнăçĕ, ĕçĕсем вăрăм кун-çулĕсем, вĕсем пурнăçа юратни пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, пире пурăнма хавхалантараççĕ. Пирĕн хушăра çакăн пек патвар та хастар çынсем пуррипе эпир мăнаçланатпăр.
Анатолий ИВАНОВ
