Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакан 81 çулхи Агафья Михайловна Павлова — ялта хисеплĕ çын. 25 çула яхăн тÿрĕ кăмăлпа культура сферинче, Çĕнĕ Вĕренерти клубра вăй хунă вăл. Профессие чунтан парăнса халăхăн культурăллă пурнăçне аталантарассишĕн тăрăшнă.
Çав вăхăтрах çемйи пирки те манман. Виçĕ ача — пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕ Любовь Михайловна ялта маскировка сеткисем çыхмалли пункт йĕркелесе янă. Кунти волонтерсен ырă ĕçĕ пирки хаçат вулакансене пĕлтерсех тăратпăр. Кĕçĕн хĕрĕ Елена Михайловна «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн Çĕнĕ Вĕренерти участокĕнче хăмлаçăра ĕçлет. Вăтам ывăлĕ Александр Михайлович, мĕн ачаран çĕр ĕçĕ тата техника еннелле туртăннăскер, хальхи вăхăтра çемйипе пĕрле — тĕпрен илсен, ывăлĕпе Константин Александровичпа çума-çумăн — ял хуçалăхĕнче тăрăшать.
«Павлов К.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерессипе çыхăннă. Маларахри çулсенче çĕрулми лартса-туса илессипе ĕçленĕ Павловсем, 2020-мĕш çулсенче вара пĕрчĕллĕ культурăсем çине куçнă. Паянхи кун 200 гектар çинче ака-суха ĕçĕсем пурнăçлаççĕ вĕсем, лаптăксене çулран-çул ÿстерсе пырас тĕллевлĕ. «Тĕрлĕ культурăсем акатпăр, кăçал çурхи урпа тата çурхи тулă акса çитĕнтертĕмĕр. Халĕ ăна пухса кĕртессипе çине тăрса ĕçлетпĕр», — тет хуçалăх пуçлăхĕ, Александр Михайловичăн ывăлĕ Константин Александрович. Эпир пынă кун ашшĕ Александр Михайлович анлă уй-хирте «Дон» комбайнпа тырă выратчĕ, ывăлĕ Константин Александрович складра ĕçлетчĕ. Пысăк ĕçе пурнăçлама çывăх тăванĕсем те пулăшаççĕ, тырă турттараççĕ тата ытти те. Агафья Михайловна та, çулĕсем сумлă пулин те, айккинче юлмасть, ачисемпе мăнукĕсене вĕри апатпа тивĕçтерсе тăрать.
Тулли пÿлмесенчи сарă тырра хамăр республикăра та, регион тулашĕнче те вырнаçтараççĕ. Пĕлтĕр, акă, Ирана çити ăсатнă. Туслă та пĕр шухăшлă пулнăран ĕçĕ ăнăçать Павловсен.
Сăмаха май, хуçалăх пуçлăхĕн Константин Александровичăн кăмăл туртăмĕ ял хуçалăх ĕçĕпе кăна çыхăнман. Пултаруллă спортсмен вăл — сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, бокспа, футбол вăййипе кăсăкланать, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă. Унсăр пуçне, хальхи çăмăл мар вăхăтра, ятарлă çар операцийĕ пынă тапхăрта, тăван çĕршывăмăра хÿтĕлекен ентешсене валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарас ĕçе хутшăнать, хăй те волонтер пулса СВО зонине гуманитари пулăшăвĕпе темиçе те çитсе килнĕ. Пур енчен те ырă тĕслĕхлĕ çамрăк.
