Çуллахи ăшă кунсем иртсе кайрĕç, вĕсемпе пĕрле шкул ачисен çуллахи каникулĕ те вĕçленчĕ, умра — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ. Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин даннăйĕсем тăрăх, 2026-2027 вĕренÿ çулĕнче регионта 275 пине яхăн вĕренекен тата студент пĕлÿ илĕ, 11,4 пин ачашăн вĕсен пурнăçĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав сас панă.
Вăрмар округĕнче вара, администрацинче иртнĕ канашлура палăртнă тăрăх, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче партăсем хушшине 1740 вĕренекен ларать, вĕсенчен 112-шĕ пĕрремĕш класа каякансем, 81 çамрăк 10-мĕш класа куçнă, шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсенче 1-7 çулсенчи 500 ача воспитани илĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Пĕлÿ кунĕнче Вăрмар округĕнчи кашни шкултах савăнăçлă линейкăсем иртнĕ. Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта уяв мероприятийĕ шкул стадионĕнче пулчĕ. Капăр тумланнă, хаваслă сăн-питлĕ, алла илемлĕ чечек çыххисем тытнă шкул ачисем куçа илĕртрĕç. Вĕсем класăн-класăн эречĕпе тăрса тухрĕç. Юнашарах — вĕсен хисеплĕ вĕренекенĕсем, хумханакан амăшĕсемпе ашшĕсем.
Пĕрремĕш классем кăна çук. Анчах ача сачĕсен ĕнерхи выпускникĕсем нумай кĕттермерĕç, хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсемпе пĕрле стадиона утса кĕрсе вырнаçса тăчĕç. Виçĕ пĕрремĕш класс кăçал Вăрмар шкулĕнче, вĕсене Наталья Геннадьевна Иванова, Светлана Алексеевна Иванова, Анастасия Владимировна Егорова ертсе пырĕç.
Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсем янăрарĕç, пухăннисен умĕнче яваплă çынсем сăмах илчĕç. Шкул директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Валентина Табакова, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов, Вăрмар районĕн прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Сергей Селезнев, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей шкул ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕç, тăрăшса тата хавхаланса вĕренме сунчĕç. Чи хастар ачасем тĕрлĕ çитĕнÿсемшĕн грамотăсене тата тав çырăвĕсене, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнине çирĕплетекен свидетельствăсене тивĕçрĕç.
Интереслĕ пулăм — пĕрремĕш класа каякансен сăмахĕ. Кашни класран темиçешер ача тухса чăвашла тата вырăсла сăвăсем урлă шкулта лайăх вĕренме сăмах пачĕç. Пĕтĕм Раççейри «Ачалăх навигаторĕсем» проектăн ырă йăлине тытса пырса аслă классем пĕрремĕш классене хутран ăсталанă самолетсем парса тухрĕç. Самолетсен çунаттисем çинче — ырă сунăмсем, ăшă сăмахсем.
Акă, кĕтнĕ самант та çитрĕ — 2026-2027 вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав сасси вĕренекенсене партăсем хушшине ларма йыхравларĕ, ачасем хăйсен вĕрентекенĕсемпе пĕрле классенелле саланчĕç. Пĕлÿ тĕнчине илсе каякан сукмак такăр та тумхахсăр, ырă та кăсăклă пултăр!
http://gazeta1931.ru/urmary/15668-p-l-t-nchine-ilse-kayakan-sukmak-tak-r-ta-tumkhakhs-r-yr-ta-k-s-kl-pult-r#sigProIdbe8d66dd89
