
Районти хуçалăхсенче харăсах темиçе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ: тырă выраççĕ, сухалаççĕ, çĕрулми кăлараççĕ, хăмла та татма тытăнчĕç. Кăçалхи хăмла тухăçĕпе паллашма Мăнçырмари хăмлаçăсем патне çитсе килтĕмĕр. Кунта хĕрсе кайса ĕçлеççĕ, ĕç шавĕ пĕр-пĕрин калаçăвне те илтме чăрмантарать. Пурте ĕçлĕ, кашнин хăйĕн тивĕçĕ. Пĕтĕмĕшле «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн Мăнçырмари участокĕн ĕçне Зоя Федоровна Владимирова опытлă хăмлаçă, бригадир ертсе пырать. Ертсе пынисĕр пуçне ыттисемпе пĕрле хăмла плантацийĕнче те вăр-вар ĕçлет. Зоя Федоровна 1983 çултанпах хăмла çитĕнтерес ĕçпе туслă, 2001-мĕш çултан — бригадир. Мăнçырма ялĕнче хăмла участокĕсем 12 гектар йышăнаççĕ - 2-шер гектарлă 6 участок. 2 участокĕ çинчен симĕс ылтăна татса пĕтернĕ ĕнтĕ. Уйра авăрсене касакансем — Людмила Иванова, Юля Моисеева, Эльвира Матвеева, Татьяна Иванова. Владимир Валерьевич Егоров тракторпа каснă хăмла аврисене уйран турттарса тăрать. Турттарса кĕнĕ авăрсемпе машинистсем — Сергей Николаевич Михайловпа Станислав Михайлович Николаев ĕçлеççĕ.
Çавăн пекех хăмлана типтерлес ĕçре Зоя Федоровнăпа çума çумăн Елена Иванова, Валерий Иванов, Олег Николаев рабочисем тăрăшаççĕ. «Сахалăн ĕçлетпĕр пулин те, пысăк ĕç туса пыратпăр — хăмлана вăхăтра татса пуçтаратпăр, хамăр патĕнчех, çакăнтах, типĕтетпĕр. Типĕтекенсем ĕлкĕртсе пырас тесе икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Хальлĕхе вăтам тухăç гектар пуçне 15 центнерпа танлашать. Çумăр çусах тăнипе тухăç аван кăçал, хăмла шултра», - тет Зоя Федоровна бригадир.

Хăмлана типĕтнĕ çĕрте Зоя Васильева, Елена Васильева, Сергей Николаев, Рубен Гурьев тăрăшаççĕ. Олег Терентьев ГАЗель автомашинăпа типĕтсе шăналăксем çине тултарнă хăмлана Вăрмара — «АгроРесурсы» предприятине турттарса тăрать. Типĕтекен сушилкăна Андрей Казаков, Юрий Казаков, Юрий Васильев рабочисем симĕс хăмлана ярса тăраççĕ. Типĕтнĕскере те вĕсемех тиесе яраççĕ базăна.
Кунта йăлтах Мăнçырма ял халăхĕ тăрăшать. Ĕçлекен алăсем çитсе пымаççĕ, çавăнпа та ял çыннисем хăмла çинче укçа ĕçлесе илме май паракан тапхăрпа усă курма пултараççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА
