d185ab6e 14fe 4bba a88e 9170969da282

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Сывлăх патне — утăм» проекчĕ иртнĕ кунсенче Кавал ялĕн­че ĕçлерĕ. Вăл пулăшнипе пĕр кунта 136 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеме пултарчĕ. Пур тĕрĕслев те — пĕр вырăнта.

Ял çыннисен округ центрне кайма, ĕçрен ыйт­ма е черетре ларма тивмерĕ. Тухтăрсем комплекслă тĕрĕслевсем ирттернĕ, тĕрĕс апатлану енĕпе, профилактика тĕлĕшĕнчен сĕнÿсем панă, хăшĕ-пĕрисене вара малалла сипленме направлени çырса панă. «Пысăк тав тухтăрсене! Нумай çул пурăнатăп пулин те хам çинчен чылай çĕнни пĕлтĕм», - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне ял çынни.

Çакăн пек пулăшу пенсионерсемшĕн уйрăмах паха — квалификациллĕ медицина халăх патне яла хăй килет.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика