Хаклă ачасем! Хисеплĕ вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем!

Сире Пĕлÿ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр!

Çак кун пуçласа шкула каякан ачасемпе пуçламăш курсра вĕренекенсемшĕн пĕрремĕш шăнкăрав хаваслăн шăнкăртатса янăрать тата вĕсемшĕн тĕрлĕ çĕнĕлĕхпе пуян вĕренÿ çулĕ пуçланать.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ – хăйсен вĕренекенĕсемпе воспитанникĕсене пĕлÿ çурчĕн алăкĕ умĕнче кĕтсе илекен педагогсемшĕн те хумхануллă вăхăт. Вĕсен ырми-канми, чунтан тăрăшса тăвакан ĕçне тата тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне пула шкул ачисемпе студентсем хăйсене малашнехи пурнăçра çынлăх тата професси тĕлĕшĕнчен ÿсме шанчăклă никĕс хывакан паха пĕлÿ илеççĕ.

Хисеплĕ вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем! Уяв ячĕпе саламалса сире çирĕп сывлăх, малашлăха шанма, ăслă та тÿсĕмлĕ пулма сунатпăр.

Хаклă ачасем! Ăса хывакан пĕлÿ сире малашне чи хăюллă ĕмĕтсене пурнăçлама май патăр, ăнăçу тата лайăх кăмăл сунатпăр!

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов

Добавить комментарий

Наши соцсети

Последние комментарии

Яндекс.Метрика