
Хаклă вĕренекенсемпе студентсем!
Хисеплĕ педагогсем тата ашшĕ-амăшĕ!
Сире Пĕлÿ кунĕпе саламлатăп! Çакă Чăваш Енре пурăнакан пĕтĕм çыннăн уявĕ, вĕт кашни çемьере тенĕ пекех шкула çÿрекен ачасем, студентсемпе педагогсем пур-çке.
Пĕрремĕш шăнкăрава шкула пуçласа каякан ачасем уйрăмах савăнса кĕтеççĕ – кăçал 11 пин ача пĕрремĕш класа каять. Вĕсене халиччен пĕлмен çĕнĕлĕхсем, кăсăк вĕренÿ тата шанчăклă туссем кĕтчĕр.
Шкултан вĕренсе тухакансене умри çула шанчăклăн суйласа илме сунатăп. Студентсене – професси еннелле выртакан çулпа тимлĕн те хастарлăн утма. Çакна асра тытăр: пĕлÿ вăл – сирĕн пуласлăхăрăн çирĕп никĕсĕ.
Вĕрентекенсене – уйрăм тав сăмахĕсем. Республикăра 20 пин ытла педагог вăй хурать. Эпир шкулсем хальхи вăхăта юрăхлă пулччăр, сирĕн ĕç условийĕсем вара хăтлă пулса пыччăр тесе хамăртан килнине пĕтĕмпех тăватпăр. Тарăн ăсăршăн, чăтăмлăхăршăн тата ачасене чунтан юратнăшăн сире пурсăра та пысăк тав.
Хаклă ашшĕ-амăшĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ сире хăвăрăн ачăрсемшĕн мăнаçланма ытларах та ытларах майсем парнелетĕр.
Çак çул сирĕншĕн тулли те тухăçлă пултăр! Çĕнĕ пĕлÿсемпе çитĕнÿсем еннелле утма телейлĕ çул сире!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев
