«Ниме — халăх бюджечĕ» программа шайĕнче Вăрмар округĕнче кăçал 51 проект пурнăçлама палăртнă. Тикаш ял тăрăхĕнче, çав шутра Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче, пурăнакансем те пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртеççĕ. Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Нарсов йĕркелесе пынипе, халăх программăна активлă хутшăнса хăйĕн тÿпине хывнипе умри тĕллевсем çитсе пыраççĕ.
Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Вĕренерте ача-пăча спорт площадкине йĕркелесе ăна çак кунсенче савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çĕнĕ площадка ял варринче — часавай хыçĕнче, вăрçă паттăрĕсене халалланă палăксен çумĕнче вырнаçнă. Кунта сывлăха çирĕплетмелли тренажерсем те, чуччусем те, ларса канмалли саксем те пур. Территорине хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕ çемçе урай сарнă, электричество çутипе, видеосăнавпа тивĕçтереççĕ, умне туя йывăççисем лартса хăтлăлатнă. Ĕçсене Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Николаевич Павлов уйрăм çын предприниматель пурнăçланă.
Халĕ çĕнвĕренерсем пушă вăхăтне усăллă ирттерме пултараççĕ, физкультурăпа тата спортпа туслă пулма пĕтĕм услови пур.
Ирина ДАНИЛОВА
