Пиçсе çитнĕ тыр-пула пухса кĕртесси — фермерсен пурнăçĕнчи яваплă та хĕрÿ тапхăр, çуркунне çĕр ăшне вăрă акса хăварнăранпа пуçланнă ĕçĕн хăйне майлă кульминацийĕ. Халĕ, мĕнле ĕçленине кура, тухăç пухса илмелли вăхăт. Вырма ĕçĕсене вăхăтра тата пĕлсе пурнăçланинчен хуçалăхăн ăнăçлăхĕ тата регионăн продовольстви хăрушсăрлăхĕ те килет.

Ирпе ирех ура çинче Тикашри «Иванов Н.А» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванов. Ятарлă ĕç тумĕ тăхăнса компрессора ĕçлеттерсе ярса ĕнер тĕттĕмленсен кăна уйран кĕртсе лартнă комбайн çине улăхса каять те тусанран тасатма пуçлать. Кашни кунхи, шăпах ирхи сывлăм типиччен кĕтмелли вăхăтра, туса ĕлкĕрмелли ĕç ку. Комбайн çинчи тусана, фильтрсене, йĕри-тавра йăлтах тасатмалла. Чÿречисене те сăтăрмалла. «Тасалăхшăн кăна мар, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса та тумалла ку ĕçе», - тет Николай Анатольевич. Çумăр çуман кунсенче комбайна хире кăларасси сывлăм ÿкнинчен те килет, типсе çитмесĕр вырмана тухаймастăн. Николай Анатольевич хуçалăхри ĕçсене ывăлĕсемпе пĕрле пурнăçлать, Иван, Дима, Андрей — ашшĕн шанчăклă пулăшуçисем. Комбайн çинче иртен пуçласа каçчен уйра — Иван Николаевич урпа вырать. «Вăтамран гектар пуçне 40 центнер урпа тухса пырать хальлĕхе», - тет Иван Николаевич. Вырса илнĕ анасем çинче Николай Анатольевич пресс-подборщикпе урпа улăмне пресласа пырса рулонсем тунă çĕрте тăрăшать. Туххăмрах уйра 200 килограмм ытла таякан çаврака рулонсем пулса пыраççĕ. «Урпа улăмĕ выльăха çитерме лайăх, тулă улăмĕ — айне сарма», - тет Николай Анатольевич.

150 гектар çинчи кĕрхи тулла вырса пĕтернĕ Ивановсем. 200 гектар «Московская-35» çурхине вырмалла. Урпа пĕтĕмпе 180 гектар çинче. Кĕрхи тулла йăлтах Шупашкарти элеватора турттарнă. Ытти тĕш-тырра йăлтах хăйсем патне склада хурса пыраççĕ хальлĕхе. Çитес çул валли кĕрхи культурăсене акса та ĕлкĕрнĕ хуçалăхра: 100 гектар тулă, 50 гектар рапс.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Николай Анатольевичăн шăллĕ Владимир Иванов «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ. Унăн хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсене харăсах виçĕ комбайнпа пурнăçлаççĕ, çавăнпа та хăйĕн патĕнче вырса пĕтерсен пиччĕшĕ патне пулăшма та çитĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ пĕртăвансем.
«Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче тĕш-тырăпа тĕрлĕ ÿсентăран çитĕнтернисĕр пуçне ăратлă вăкăрсем усраса самăртаççĕ. Паянхи кун 85 пуç вĕсем. Выльăх-чĕрлĕхе тăрантмалли апатне йăлтах хăйсемех хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех йышлă вĕлле хурчĕсем те пăхса тăраççĕ. Çулталăк тăршшĕпех канăç çук фермерсен. Çапла малтан мала тĕллев лартса ĕçлесе пурăнаççĕ Тикашри Ивановсем.
Эвелина МИХАЙЛОВА
