
Ăшăччĕ çу кунĕ, тырă шăркара... Сисмерĕмĕр иртрĕ çулла, паян ак тулта кĕркунне. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектне пурнăçа кĕртсе Пысăк Енккасси ялĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Кунта ачасен канăвне пысăк тимлĕх уйăрни яр уççăн курăнать. Пур ачана илĕртекен ăмăрту вăл, паллах, ялти культура çурчĕн куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илессишĕн мини-футбол енĕпе иртекен турнир. Кăçалхипе вăл 10-мĕш хут иртрĕ. Ăмăрту хăйĕн илĕртÿлĕхĕпе, пĕлтерĕшĕпе таврари ялсен шăпăрланĕсене те куç хывтарчĕ. Турнира 5-мĕш çул ĕнтĕ пур çĕрте те пысăк пуçарупа хавхалану кÿрекен Юрий Константинов ертсе пынипе ирттертĕмĕр. Карăкçырми ачисем хутшăнни вăйăсен çивĕчлĕхне татах та ÿстерет. Юрий Петрович çулталăк тăршшĕпех ял ачисемпе футбол вăййин вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Хăйĕн укçи-тенкипе ачасене нумаях пулмасть футболкăсемпе тивĕçтерсе хавхалантарчĕ. Вăрмар районĕн ветерансем хушшинче иртекен тĕрлĕ ăмăртăвĕсене хутшăнма та вăхăт тупать ăста футболист, ачасен тренерĕ, вăйăсен судйи. Чăннипех те, Карăкçырми ачисен выляс ăсталăхĕ çулсеренех ÿссе пыни курăнать. Ачасен çул ылмашăнăвĕ улшăнса пырать пулин те, карăкçырмисем турнир ăмăртăвĕн 3-мĕш картлашки çине хăпарчĕç. Вăрманкас-Энтрияль ял ачисем 2-мĕш степеньлĕ Дипломсемпе медальсене тивĕçрĕç. Турнир ăмăртăвĕн хуçисем Пысăк Енккасси ялĕн 1-мĕш команди культура çурчĕн кубокне çĕнсе илчĕ. Кашни командăрах ăстаран та ăста вылякан футболистсене призсем парса хавхалантарчĕç. «Чи вăйлă тапăнса вылякан» парнене Алексей Алексеев /Пысăк Енккасси\ тивĕçрĕ, Богдан Коновалов /Карăкçырми\ «Чи лайăх хапха хÿтĕлевçи» парнене çĕнсе илчĕ. Вăрманкас-Энтрияль командин выляканĕ Даниил Еруков «Чи вăйлă тапăнса вылякан», Пысăк Енккасси ял командин Роман Михайловпа Алексей Алексеев футболистсем турнирăн «Чи вăйлă хÿтĕлевçи», «Чи лайăх вылякан» парнесен хуçисем пулса тăчĕç. Турнир ирттерме кашни çулах пысăк пулăшу панăшăн турнир йĕркелÿçисем И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн преподавательне, экономика ăслăлăхĕсен кандидатне Михаил Вячеславович Александрова, ялти культура çурчĕн ĕçченĕсене, Юрий Петрович Константиновпа Санкт-Петербург хулинчен ятарласа килнĕ Николай Гаврилова вăйăсене тĕрĕс те пысăк пахалăхлă ирттерме пулăшнăшăн тав сăмахĕ калаççĕ. Умра çĕнĕ ăмăртусем. Ачасем бутсысемпе футболкăсенчен уйрăлма васкамаççĕ-ха. Çитес çул турнирне паянах хатĕрленеççĕ.
Николай ГАВРИЛОВ, ăмăрту йĕркелÿçи
