Правительство çуртĕнчи эрнесерен ирттерекен планеркăра республикăри вĕренÿ заведенийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕррине сÿтсе явнă. Чăваш Енĕн Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, партăсем хушшине 275 пин ытла вĕренекенпе студентсем ларнă.

Кăçал пĕрремĕш шăнкăрав 11,4 пин ачашăн янăранă. 64-мĕш номерлĕ шкул пĕр­ремĕш класра вĕренекен 500-е яхăн ача йышăннă, 44-мĕш номерлĕ лицей – 400 ытла ача йышăннă, 65-мĕш номерлĕ шкулта 11 пĕрремĕш класс уçăлнă, 2-мĕш номерлĕ пуçламăш шкулта тата 2-мĕш гимназире – 10.

«СВОна хутшăнакансен Ассоциацийĕ пуçарнипе уяв линейкисене ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансем ертсе пырĕç. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ йышăну. Ачасен çак уйрăм кун хăйсене пĕччен туймалла мар. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă май ачасене мĕн кирлине пурне те тумалла, вĕсемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăмалла», – тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Вĕренÿ организацийĕсенчен чылайăшĕ çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма та ĕлкĕрнĕ. Халĕ тĕп юсав ĕçĕсем хăш-пĕр шкулсенче пыраççĕ. Çав вăхăтрах вĕсенчен 18-шĕнче çывăх вăхăтсенче строительство ĕçĕсем пĕтĕç. Графикпе килĕшÿллĕн, вĕсене ноябрь уйăхĕнче пĕтĕмпех йĕркелесе çитерме палăртнă.

Комплекслă хăрушсăрлăха уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Объектсене сыхлассине лицензиленĕ уйрăм хурал предприятийĕсем тивĕçтерĕç. Шкул çурчĕсене видеокамерăсемпе, сигнализаципе туллин тивĕçтернĕ.

Специалистсем çавăн пекех шкул транспорчĕсене тĕрĕсленĕ. 400 ытла автобус вĕренме кунсерен 13,5 пин ачана турттарать. Кăçал парка 40 çĕнĕ шкул автобусĕпе пуянлатнă.

Олег Николаев хушнипе Чăваш Енре пур шкулта та ачасене апатлантарма хăтлă условисем йĕркеленĕ. Пуçламăш классенче вĕренекен 55 пин ача валли тÿлевсĕр вĕри апат хатĕрлеме федераци бюджетĕнчен 780 млн тенкĕ ытла пăхса хă­варнă. 200 млн тенкĕ ытла республика СВОна хутшăнакансен ачисем валли, нумай ачаллă сахал тупăшлă çемьесенчи шкул ачисене апатланма уйăрса панă.

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кĕнеке фондне çĕнетнĕ. Шкулти библиотекăсем валли 500 пин кĕнеке 394 млн тенкĕлĕх туяннă. Вĕрентекен программăна «Пирĕн ентешĕн историйĕ. Чăваш Ен» çĕнĕ таврапĕлÿ курсĕ те кĕнĕ, 2027 çул тĕлне кашни вĕренекене пособисемпе тивĕçтерме плана кĕртнĕ.

Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ акцент. 9 класра вĕренекен 600-е яхăн ача сентябрь уйăхĕн­че экзаменсене тепĕр хут тытма пултарĕ. Çакăн пек ачасем валли Чă­ваш Енре республика Пуçлăхĕ хушнипе «ПроСтарт» проект пурнăçланать. Регион Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертÿçисене çакнашкал çул çитмен кашни çамрăкпа специалистсене, çав шутра психологсене те, явăçтарса персоналлă ĕç йĕркелеме хушнă. Вĕсене адаптациленме, экзаменсем пама тата тулли пĕлÿ процесĕ патне таврăнма пулăшĕç.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика