
Кашни шкул ачишĕн çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленмелли тапхăр питĕ кирлĕ те кăсăклă самант. «Ачана шкула хатĕрле» акци пынă вăхăтра Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Анатольевич Иванов та унта хутшăнчĕ, ыркăмăллăх акцийĕнчен айккинче юлмарĕ. Владимир Анатольевич Вăрмар округĕнчи 10 шкул ачине вĕренÿре куллен кирлĕ канцеляри хатĕрĕсем парнелерĕ. Арапуç шкулĕнче вĕренекенсем те — нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен 5 шкул ачи — çак парнесемпе савăнчĕç. «Тăрăшса вĕренĕпĕр!» — тесе шантарчĕç вĕсем, парнесене илнĕ май.
Людмила ТИМОФЕЕВА,
пуçламăш классен вĕрентекенĕ
