Çавнашкал хатĕрсем пулăшнипе телефон ултавçисем номере улăштарса Раççей çыннисем патне шăнкăравлама, вĕсене сăтăр тума пултараççĕ. Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн тата Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Шупашкарти управленийĕн ĕçченĕсем пĕрлехи оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттерсе çав çыхăну тĕввине пĕтернĕ.
Çакă палăрнă: сим-бокссене Шупашкарти тĕрлĕ районта арендăна илнĕ 4 хваттерте вырнаçтарнă. Техника тивĕçтерĕвне Архангельск облаçĕнчи 32-ри арçын дистанци мелĕпе пурнăçланă. Оперативлă мероприятисен вăхăтĕнче ăна тытса чарнă. Саккунсăр çаврăнăшран 4 телекоммуникаци хатĕрне кăларнă.
«Усал ĕç тунă арçын тĕлĕшпе преступлени сăлтавĕ пур тесе
/Раççей Кодексĕн 2 пайĕн 274.3 статйи\ уголовлă ĕç пуçарнă», – пĕлтернĕ Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн официаллă представителĕ Марина Афанасьева.
Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ. Преступлени схемине йĕркелес ĕçе камсем хутшăннине пурне те палăртмашкăн мероприятисем ирттереççĕ.
«Интернет тĕввисемпе ĕçлесе укçаллă пулма килĕшиччен çакна ăнланăр: ун пек вырăнсене патшалăх çийĕнчех тупса палăртать. Сире пĕрремĕш куннех тытса чарĕç, «кураторсем» вара сирĕн номере «хура списока» ярĕç те çухалĕç, йывăр преступлени тунăшăн статьяпа явап тытма пĕчченех хăварĕç. Кун пек чухне чи тĕрĕс утăм – сире çакнашкал «ĕç» сĕнни çинчен тÿрех право хуралĕн органĕсене пĕлтересси. Вара саккунпа килĕшÿллĕн сире явап тытассинчен хăтарĕç, пин-пин çын та улталанса укçасăр юлмĕ», - тенĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ юридици факультечĕн гражданла право дисциплинисен кафедрин доценчĕ Андрей Алексеев.
