
Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Тутар Республикинчи Акзегитово шкулĕнчи педагогсемпе вĕренекенсем хушшинчи ăшă тĕлпулу иртрĕ. Пĕрле вĕсем тăван чĕлхесем çинчен, пĕр-пĕрин йăли-йĕркисем пирки калаçнă, халăхсем хушшинчи туслăх – ахаль сăмахсем кăна мар пулнине çирĕплетнĕ. Тĕлпулу уйрăмах ăшшăн иртни Акзегитовăри шкул ачисен аслашшĕсемпе асламăшĕсем тахçан Кавал шкулĕнче вĕреннипе çыхăнса тăчĕ. Çак кун вĕсен мăнукĕсем пĕр çĕрте пуçтарăнчĕç. Кавал шкулĕнче вĕренекенсем хăнасене чăвашсен чĕлхипе, культурипе паллаштарчĕç, Акзегитово ачисем вара — тутарсен фольклорĕпе.
Концерт, наци вăййисем, туслăх карти - çакă йăлтах шкул ачисене çывăхлатрĕ, пурте пĕрле пĕр пысăк çемье пулнине аса илтерчĕ! Çакăн пек тĕлпулусем ирттерни – пĕр-пĕрне хисепленине, ăнланнине çирĕплетекен пĕлтерĕшлĕ пулăм. Чĕлхесемпе йăла-йĕркесене упраса хăварни – пуласлăха шанчăклăн утни!
Марина АНТИПОВА, вĕрентекен
