Чăваш Республики «Пушкин картти» федераци проектне пурнăçа кĕртессипе малта пыракан позицисене малалла тытса пырать. Çакă çамрăксене регионăн культура пурнăçне явăçтармалли витĕмлĕ кăтартусенчен пĕри. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркăра пĕтĕмлетÿ тунă тата малашнехи аталану планĕсене палăртнă.
«Пушкин картти» программа çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе 2021 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пурнăçланать. Паян унта 99 культура учрежденийĕ хутшăнать. Проекта хута янăранпа 1,7 млн билет 670 млн тенкĕлĕх сутнă. Чи анлă категори – театрсем, иккĕмĕш вырăнта – кинотеатрсем, виççĕмĕшĕнче – культура керменĕсемпе клубсем. Вĕсене ачасем хапăл тусах çÿреççĕ.
РФ Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ытти субъектсемпе танлаштарсан, Чăваш Ен пĕрремĕш вырăнта, карттăсене ачасене тивĕçтерессипе ыттисемшĕн тĕслĕхре пулса тăрать. Билетсене сутассипе те лайăх ĕçлесе пыраççĕ республикăра. Кулленех карттăпа тĕрлĕ культура учрежденийĕсене çÿреме кăмăл тăвакансен йышĕ те сахал мар, кăтарту самаях пысăк пулни куçкĕретех.
«Пушкин карттин тĕп миссийĕ – çитĕнекен ăрăва культурăна, искусствăна юратма вĕрентесси, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме вĕрентесси. Республикăра тăтăшах кĕвĕ ăстисен, драматургсен конкурсĕсем иртеççĕ, модельлĕ вулавăшсем йĕркеленеççĕ, культурăпа кинозал çурчĕсем çĕнелеççĕ. Культура хутлăхĕ юрăхлăрах пултăр тесе çак майсемпе туллин усă курни питĕ кирлĕ, çамрăксем искусствăпа интересленесси вара малалла та ÿссе пытăр», – палăртнă Олег Николаев.
Иртнĕ театр сезонĕнче патшалăх театрĕсем 39 çĕнĕ спектакль лартнă, вĕсенчен çуррине яхăнăшĕ – шкул программине кĕртнĕ произведенисем. Кăçалхи çулталăк вĕçлениччен куракансене тата 20 çĕнĕ спектакль парнелĕç.
ЧР ПА пресс-служби
