Вăрмар округĕнчи педагогика ĕçченĕсен август уйăхĕнчи конференцийĕ «Вăрмар муниципаллă округĕнчи вĕрентÿ сфери — пуласлăх кадрĕсене хатĕрлемелли никĕс» темăпа иртрĕ.
Конференци участникĕсемпе хăнисем умĕнче видеоçыхăну мелĕпе РФ Çутĕç министрĕ Сергей Кравцов калаçрĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, вĕрентÿ сфери умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, РФ сенаторĕ Николай Владимиров, ЧР Вĕрентÿ министерствин финанспа экономика пайĕн начальникĕ Екатерина Сильвестрова, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ Михаил Федотов, вĕрентÿ ĕçченĕсен Вăрмар районĕнчи профсоюз организацийĕн председателĕ Кристина Пудрикова, Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев, Чăваш Енре ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăйăн Вăрмар округĕнчи пулăшуçи Ирина Алексеева, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе педагогсем, депутатсем хутшăнчĕç.
Конференци участникĕсем умĕнче чи малтанах Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев сăмах илчĕ. «Хисеплĕ вĕрентекенсем, пурнăçри хуть те хăш сферăра вăй хуракансем те сирĕнсĕр, сирĕн пархатарлă ĕçĕрсĕр çитĕнмеççĕ. Турăран 3 професси пур теççĕ — вĕрентекен, тухтăр, судья. Анчах та учительсĕр тухтăр та, судья та, урăх професси çынни те пулаймасть. Çавăнпа та сирĕн ĕç чи пĕлтерĕшли. Нимĕнле искусственнăй ăс-хакăл та сирĕн чун-чĕре ăшшипе танлашаймасть. Вăрмар муниципаллă округĕн пĕтĕм педагогика йышне хисеплĕ те пархатарлă ĕçшĕн чун-чĕререн тав тăватăп», - терĕ Василий Шигильдеев. Вăл вĕрентекенсене тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕ. Вĕрентÿ ĕçне хаклакан тĕп докладпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов паллаштарчĕ. «Вĕрентÿ» наци проектне малашне «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ тăсать. Унăн тĕп тĕллевĕ — шкулсен строительстви тата юсавĕ, педагогсен квалификацине ÿстересси, вĕрентмелли çĕнĕ методикăсемпе хăтлă условисем йĕркелесси, пултаруллă çамрăксене, çамрăк специалистсене пулăшасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрасси. Паянхи кун федераллă программа пулăшнипе Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта тĕп юсав пырать. Çак тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсенчен 60 миллион тенкĕ уйăрнă. Федераци бюджетĕнчен тата тепĕр 120 миллион ытла тенкĕ уйăрмаллине палăртнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа «Обществознани» предмета 6-8 классенче вĕренекенсен программинчен кăлараççĕ, 9 класра вĕренекенсем ку предмета эрнере 1 сехет, 10-11 классенче вĕренекенсем — 2 сехет вĕренĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа обществознани предметпа пур шкул та пĕр тĕрлĕ патшалăх учебникĕсем çине куçать. Вĕрентÿ процесне «Духовно-нравственная культура России» çĕнĕ предмет кĕртеççĕ. 2026-2027 вĕренÿ çулĕнче ăна 5 класс ачисем вĕренме пуçлаççĕ, 2027-2028 вĕренÿ çулĕнчен вара — 6-7 класра вĕренекенсем. Кăçалхи Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче чи пысăк балл пухакансен йышĕнче — Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул выпускникĕсем. Лайăххисенчен лайăххи - çак шкултан вĕренсе тухнă Анастасия Тихонова, унăн пĕтĕмĕшле балĕсен сумми — 283. Вырăс чĕлхипе экзамена Анастасия 100 баллăх çырнă. Унăн наставникĕ — Любовь Николаевна Петрова. Кăçалхи выпускниксен пĕр вĕрентÿ предмечĕпе экзамена тепĕр хут тытма ирĕк пулнă. Çак ирĕкпе 18 çамрăк усă курнă, вĕсенчен 12-шĕ результачĕсене лайăхлатнă.
2025-2026 вĕренÿ çулĕнче Вăрмар округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕтĕмпе 345 педагог вăй хунă. Анчах та юлашки çулсенче педагогика кадрĕсем çитсе пыманни сисĕнет. Вĕрентÿ тытăмĕнчи актуаллă ыйту çакă паянхи кун. Йывăрлăхран тухмалли тĕп инструмент — тĕллевлĕ вĕрентÿ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Вăрмарти вăтам шкулта тĕллевлĕ направленипе вĕренсе тухнă çамрăк специалист — географи вĕрентекенĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çавăн пекех сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республики «Моя школа» пĕрлехи цифра инструменчĕ çине куçать. Малтанхи электронлă дневник тата ытти локаллă сервиссем ĕçлеме пăрахĕç. Малашне тĕп функцисем пурте «Госуслуги Моя школа» пĕр приложенире пулĕç», - терĕ докладăн пĕр пайĕнче Сергей Павлов.
Педагогсене чылайăшне пысăк наградăсем парса хавхалантарчĕç. Çак шутра «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Альбина Григорьевна Егорова тата Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Васильевна Иванова /ÿкерчĕкре\ тивĕçрĕç. Чылай педагогпа воспитатель, шкул ĕçченĕсем тĕрлĕ шайри наградăсем илчĕç. Сцена çинчен наградăсемпе анакан учительсене ĕçтешĕсем чечек çыххисемпе кĕте-кĕте илсе саламларĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА
