Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей чрезвычайлă лару-тăру министрĕн заместителĕпе — патшалăхăн пушар надзорĕ енĕпе ĕçлекен тĕп инспекторĕпе Анатолий Супруновскипе тĕлпулу ирттернĕ. Енсем регионти профилактика ĕçне хакланă, чрезвычайлă службăсен пурлăхпа техника никĕсне аталантарассипе çыхăннă тĕллевсене сÿтсе явнă. Олег Николаев республика ку енĕпе çине тăрсах ĕçленине палăртнă. Çак тĕрлĕ пăтăрмах — пушарсен, шыври инкексен — шутне чакарма май парать. Пушарсенче вилнисен шучĕ кăçал 24 процент, шывра путса вилнисен — 33 процент ытла. Анатолий Супруновский Чăваш Енри оперативлă лару-тăрушăн ырă туртăмсем кăтартуллине кăмăллăн палăртнă. Вăл регионта йывăр лару-тăрури нумай ачаллă çемьесен çурчĕсенче пушар извещателĕсем лартнине ырланă. Раççей МЧСĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çак хатĕрсем çуллен çĕр-çĕр çын пурнăçне çăлаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пушар тухас хăрушлăх çинчен малтанхи тапхăртах систереççĕ. Тĕлпулура çавăн пекех Шупашкарта Атăл çыранĕ çинчи ГИМС центрĕн базипе çыхăннă пурлăх комплексне çĕнетесси çинчен калаçу пулнă. Объекта МЧС управленине куçарни служба ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерме пулăшмалла. Анчах унпа туллин усă курмашкăн малтан юсав ĕçĕсене пурнăçламалла.
