«Халăх контролĕ» парти проекчĕн регионти координаторĕ Наталья Евсюкова иртнĕ кунсенче Вăрмар муниципаллă округне çитсе курнă. Вăл чи малтанах Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕпе Василий Шигильдеевпа, РФ сенаторĕпе Николай Владимировпа, муниципаллă координаторпа Ирина Васильевăпа, обществăлла канашлăвăн, администраци представителĕсемпе тĕл пулнă.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн тĕп юсавĕпе паллашнă. Пĕтĕмĕшле илсен кунта пурнăçланакан строительство ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнă. Хальхи вăхăтра ку объектра 70 процент строительство ĕçĕсене пурнăçланă. Кунта Львов Алексей Николаевич уйрăм çын предпринимателĕн строительство бригади подрядчик пулса вăй хурать. Хальхи вăхăтра 35-40 çын тĕрлĕ строительство ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Шкулта шал енчен штукатурка ĕçĕсене тăваççĕ, спортзала пластик чÿречесем лартаççĕ, плитка сараççĕ, электричество кĕртеççĕ, вентиляци системине вырнаçтарассипе, шкула ăшă парассипе, шкулăн фасадне çĕнетессипе тăрăшаççĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçлаççĕ. Асăннă шкулăн çивиттине витнĕ, санузел вырнаçтарнă, шкул ачисем валли хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм, иккĕмĕш хутран анмалли лестница айĕнче кладовка, эвакуаци мелĕпе тухмалли вырăнăн тамбурне тунă, пластик чÿречесем шкулăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш хутĕнче вырнаçтарнă. Кунти ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 60 миллион тенкĕпе танлашать. Кунта килнĕ ĕçлĕ ушкăн контрактпа палăртнă вăхăта ĕлкĕрмешкĕн шкулăн фасадне, инженери системине хăвăртрах туса пĕтермеллине палăртрĕ.
«Ниме – халăх бюджечĕ» проектпа килĕшÿллĕн пирĕн округра халăх суйланă 51 проект пурнăçа кĕрсе пырать. Вĕсенчен пĕри – Пысăк Енккассинчи пушар деповĕн строительстви. Унăн подрядчикĕ «Альбатрос» тулли мар яваплă общество. Кунта асăннă ĕçсен 98 процентне пурнăçланă. Ку объекта контрактпа килĕшÿллĕн вăхăтра туса пĕтерме палăртаççĕ. Çак ырă ĕçе вара Пысăк Енккасси, Энтрияль, Пинер, Аслă Чак ял тăрăхĕсенче пурăнакансен вăйĕпе пурнăçлаççĕ.
Малалла ĕçлĕ çулçÿрев Мăнçырма ялĕнчи Н.Крупская урамĕнчи çăл патне пулчĕ. Кунта «СтройДорИндустрия» тулли мар яваплă общество подрядчик пулса вăй хурать. Хальхи вăхăтра çăл тавра бетон сарнă, каркас валли юпасем лартнă. Çитес вăхăтра брусчатка хумалла, çивитти витмелле. Электрика ĕçĕсене пурнăçламалла, светильниксем лартмаллла тата ытти те. Подрядчик кунти ĕçсене вăхăтра вĕçлеме палăртать.
Çĕнĕ Вĕренерте вара ача-пăча валли спорт площадки йĕркелес ĕç вĕçленнĕпе пĕрех. Хĕрлĕçыр ялĕнче масар йĕри-тавра карта тытассипе тата кунти çурта юсассипе ĕçсем пыраççĕ. Подрядчик çак ĕçсене сентябрĕн 15-мĕшĕнче вĕçлеме палăртать.
Урнар ялĕнче вара шыв пăрăхĕсем хывас ĕç вĕçленсе пынă. Кунта пушар гидранчĕ лартмалла, траншейăсене хупламалла. Ку ĕçсене те çитес вăхăтра вĕçлеççĕ.
«Пирĕн тĕллев асăннă проектсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланине контрольлесе тăрасси, вĕсем пурнăçланччăр тесе вырăнти халăх та укçа-тенкĕ хывнă», - тенĕ Наталья Евсюкова ĕçлĕ çулçÿреве пĕтĕмлетнĕ май.
Зинаида Павлова
