Ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем агробизнес енĕпе аталанмашкăн «Агромотиватор» грант çĕнсе илме пултараççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ нумаях пулмасть кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн çакнашкал пулăшăва тивĕçес тесе СВО ветеранĕсем çеç мар, чикĕ çывăхĕнчи территорисенчи çапăçусене хутшăннисем те конкурса заявка тăратаяççĕ. Çавăн пекех хамăр çĕршывра кăларакан промышленноç продукцине те грант шучĕпе туянма пулать. Заявкăсене ЧР Ял хуçалăх министерстви сентябрь уйăхĕн 24-мĕшĕччен йышăнать. Грантăн чи пысăк виçи 5 миллион тенкĕ таран пулĕ. Субсиди тăкаксен 90 проценчĕ таран саплаштарма пултарать. Укçапа производство тата склад çурчĕсем тунă е юсанă çĕрте, вĕсене инженери сечĕсемпе çыхăнтармашкăн, выльăх-чĕрлĕх /сыснасăр пуçне/, кайăк-кĕшĕк, пулă ÿстермелли материал, çырла-тĕм, техника туянмашкăн усă курма юрать.
