Çулла-и, хĕлле-и, çуркунне-и, кĕркунне-и — Вăрмар округĕнчи пĕчĕк ялсенчен пĕрин, Тикаш ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Вĕренер ялĕн, пурнăçĕ вĕресе тăрать. Питĕ ĕçчен те хастар çынсем пурăнаççĕ кунта, хăйсен тăван ялĕн аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Çĕр ĕçĕпе те ĕçлеççĕ, искусство еннелле те туртăнаççĕ, ыркăмăллăх ĕçĕсене те хутшăнаççĕ, патшалăх программисемпе активлă усă курса яла хăтлăлатма, çĕнетме ăнтăлаççĕ.
Яланхи пекех кĕркунне енне çĕнвĕренерсем туслă йышпа хăмла татма тухнă. «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн Çĕнĕ Вĕренерти хăмла участокĕн лаптăкĕ 8 гектарпа танлашать. Хăмлаçăсен бригадине Ирина Васильева опытлă бригадир ертсе пырать. Ирина Викторовна хăмла çитĕнтерес ĕçе мĕн ачаран хăнăхса ÿснĕ темелле, хăйĕн тивĕçĕсене пĕлсе пурнăçлать, çавăнпа ĕçĕ те кал-кал пулса пырать хăмла участокĕнче.
Участокри хăмла аврисем парка, çулçисем пысăк, çутă симĕс тĕслĕ пучаххисем шултра. Пăхма та, татма та кăмăллă. Хăмлаçăсем йăран çинчи хăмла аврисене çĕр çумĕнчен касса пыраççĕ, туртса антарса тракторпа цеха /вăл юнашарах вырнаçнă\ тиесе каяççĕ. Цехра хăмла аврисене вăрăмĕшĕпех ятарлă çекĕлсем çине пĕрерĕн-пĕрерĕн çакса яраççĕ те ЛЧХ-2 агрегат ăшне кĕртсе яраççĕ, çапла хăмла пучаххисем авринчен уйрăлса тухаççĕ. Таса хăмлана шăналăксем çине тултараççĕ, типĕтме вара кÿршĕллĕ яла — Мăнçырмари участока ăсатаççĕ.
Ирина Васильева бригадир хăмлаçăсен ĕçченлĕхне ырлать. «Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вăй хураççĕ», — тет вăл. Татьяна Мирошкина, Надежда Ефремова, Елена Максимова, Александр Максимов, Надежда Петрова, Татьяна Степанова, Галина Михайлова, Лидия Васильева, Андрей Гаврилов, Надежда Николаева, Альбина Иванова, Александр Антонов, Валентина Александрова чупса тенĕ пек ĕçлеççĕ. Кашни уяр кунпа тухăçлă усă курса палăртнă ĕçсене хăвăртрах вĕçлеме тăрăшаççĕ. Николай Матвеев тата Юрий Ахвандеров механиксем хăмлана тасатакан ЛЧХ-2 агрегат юсавлăхне тивĕçтереççĕ. Вячеслав Харитонов тата Олег Терентьев водительсем хăмлана кирлĕ çĕре çитерсе тăраççĕ.
Ирина Викторовна палăртнă тăрăх, хăмла тухăçĕ пĕлтĕрхинчен аван кăçал. «Хамăр ялти участок пушансан Кавалти участокран хăмла турттарма тытăнĕç пирĕн пата. Ăна та кунти ЛЧХ-2 агрегатпа уйăрса тасатăпăр», — пĕлтерчĕ бригадир.
Яваплăн ĕçлеççĕ хăмлаçăсем, кашни ир хăмла участокне васкаççĕ, ĕç калăпăшĕнчен хăрамаççĕ...
