М.Валитов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ:

- Республика кунĕ кĕрлесе иртсе кайнă хыççăн паян тĕп хуламăрти Хĕрлĕ тỹрем каллех йышлă халăхпа тулчĕ. Федераци шайĕнче иртекен Сабантуя ятарлă коллективсем, делегацисем, уйрăм хастарсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ. Чылайăшĕ наци тумĕпе, савăнăçлă кăмăл-туйăмпа, пысăк хавхаланупа... Эпир те хамăрăн ял тăрăхĕнчен уява пысăк ушкăнпа - 200е яхăн çын - килсе çитрĕмĕр. Ĕнер ял тăрăхĕн "çĕнĕ çуртне" ытти хăнасемпе юнашарах вырнаçтарса капăрлатрăмăр. Оперăпа балет театрĕнче Тутарстанри искусство ăстисен концертне пăхса килентĕмĕр. Паян вара хамăрăн "кĕрекĕмĕрте" уява аякран та çывăхран пуçтарăннă хăнасене пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.

Федераци Сабантуйĕ маларах миллион ытла çын пурăнакан хуласенче - Красноярскра, Астраханьте, Чулхулара - иртнĕ. Тĕрлĕ наци халăхне пĕрлешме, туслашма май паракан уяв хальхинче пирĕн республикăн тĕп хулинче иртнишĕн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Мероприятие пурте кăмăлтан хутшăнатпăр. Пирĕн ял тăрăхĕнчен уявра "Биляр" ташă ушкăнĕ хăнасене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарĕ. Сабантуй пĕр-пĕрин йăли-йĕркине курмалли, пахаламалли, çĕнĕ туссем тупмалли пысăк уяв!

Р.Гайфин, Ыхра Çырминчи культура çурчĕн директорĕ:

- Паян пирĕн республикăшăн тепĕр пысăк савăнăç: федераци Сабантуйĕ Чăваш Енĕн тĕп хулинче - Шупашкарта кĕрлет! Юрă-кĕвĕпе, ташă-çемĕпе, вăйă-кулăпа, спорт ăмăртăвĕсемпе, çав вăхăтрах тĕрлĕ наци халăхĕпе пуян мероприятине хутшăнма пултарнишĕн питĕ савăнтăмăр. Эпир Сабантуя ял тăрăх пуçлăхĕ ертсе пынипе пысăках мар ушкăн ятарласа çитрĕмĕр. Уявра кỹршĕ Тутарстанри туссемпе, Аçтăрхантан, Чулхуларан тата ытти çĕртен килнĕ хăнасемпе паллашма питĕ хавас пулчĕ. Сабантуй çỹллĕ шайра, кăмăллă иртет. Çынсем пурте уçă, ырă кăмăлпа пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, туслашаççĕ. Çакă вара паянхи пурнăçра чи кирли.

М.Хакимов, Тутар Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ:

- Федераци шайĕнче йĕркелекен Сабантуя Шупашкарта ирттерни пирĕншĕн пысăк чыс пулчĕ тесе шухăшлатăп. Унта эпир те, Патăрьел районĕнче пурăнакансем, хутшăнтăмăр. Пирĕн ушкăн Пушкăртарн килнĕ хăнасене кĕтсе илчĕ. Аякран килнĕ тусăмăрсене республикăпа паллаштартăмăр, çавăн пекех пекех хамăр район тата унăн социаллă экономика аталанăвĕ пирки каласа кăтартрăмăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче туса илекен продукцисемпе сăйларăмăр.

Уява республика ертỹçисем çỹллĕ шайра йĕркеленĕ. Курмалли питĕ нумай пулчĕ, культура, спорт мероприятийĕсем чылайлăха асра юлĕç.

"Авангард" сайтран илнĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика