Шупашкарта çулленех иртекен çĕр улми куравĕ 2026 çулта та халăха тĕрлĕ сортпа савăнтарĕ.

Вăл март уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче МТВ-Центрта пулĕ. Форумпа курава ăнăçлă ĕçлекен компанисемпе экспертсем, влаç органĕсем, ăсчахсем, професси союзĕсемпе ассоциацисем, бизнес менеджерĕсем тата ку темăпа кăсăкланакан ытти çын пухăнĕç, отраслĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явĕç.

Курав ирттерес ыйтусене нумаях пулмасть йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче сÿтсе явнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Ленар Балтаев пĕлтернĕ тăрăх, çĕр улми вăрлăхне МТВ-Центр çумĕнче ятарлă чатăрта сутĕç. Çав территорирех ял хуçалăх техникин куравĕ те пулĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика