photo 2025 12 16 14 18 32

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Республикинчи организацийĕн Вăрмарти организацийĕн членĕсем йăлана кĕнĕ йĕркепе çавра сĕтел тавра пуçтарăнчĕç.

Тĕлпулăва ял тăрăхĕсенчи инвалидсен пуçламăш организацийĕсен председателĕсем, Вăрмар округĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем, инвалидсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрессипе ĕçлекен организацисен представителĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Мероприятие Вăрмарти тĕп библиотекăн ертсе пыракан библиотекарĕ Римма Иванова уçрĕ. Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. «Çак кун пире пирĕнпе юнашарах тимлĕх, хÿтлĕх, пулăшу, хисеп кирлĕ çынсем пурăннине аса илтерет. Вĕсен пурнăçĕ çăмăл мар, анчах вĕсем çирĕп кăмăллă, пĕр-пĕринпе те, ыттисемпе те хутшăнаççĕ, спортпа та туслă, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă. Пурте вĕсем обществăн тулли членĕсем», — терĕ Римма Алексеевна.

Нумай çул ĕнтĕ Вăрмарти инвалидсен организацийĕн председателĕ пулса ырă кăмăллă та тăрăшуллă Эмма Михайловна Борисова вăй хурать. Вăл организаци инвалидсене пулăшассипе мĕнле ĕçсем туса ирттернине каласа пачĕ. Инвалидсем тулли пурнăçпа пурăнма пултарччăр тесе вĕсене валли кулленех тĕрлĕ мероприятисем, тĕлпулусем, семинарсем ирттереççĕ. Ял тăрăхĕсенчи инвалидсен пуçламăш организацийĕсен председателĕсем ертсе пынипе вĕсем округ, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаççĕ, концертсем хатĕрлесе лартаççĕ, ыркăмăллăх ĕçĕсенче активлăх кăтартаççĕ, СВОри салтаксем валли маскировка сеткисем çыхаççĕ.

«Вăрмарти инвалидсен организацийĕ Вăрмар округĕнчи ытти организацисемпе тата учрежденисемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Вăрмарти тĕп библиотекăна уйрăмах палăртса хăварас килет. Кирек мĕнле мероприяти ирттермелле пулсан та библиотека ĕçченĕсем пире пулăшаççĕ, уншăн питĕ савăнатăп. Хальхи тĕлпулăва ирттерме вара пирĕн организацине Вăрмар райпо канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина тата Марина Петрова уйрăм çын предприниматель питĕ пулăшрĕç. Тавах вĕсене пурне те», — терĕ Эмма Михайловна.

Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕн директорĕ Михаил Пуклаков, РФ Социаллă Фондăн Вăрмар муниципаллă округĕнчи клиент службин начальникĕ Татьяна Васильева, Чăваш Республикинчи халăха социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Татьяна Семенова, Вăрмар округĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Людмила Голубева патшалăх инвалидсене кÿрекен пулăшусемпе тата çăмăллăхсемпе паллаштарчĕç, сусăр çынсене, çав шутра ятарлă çар операцийĕн участникĕсене, ĕçпе тивĕçтерес енĕпе лару-тăру мĕнлерех пулни çинчен пĕлтерчĕç.

Ял тăрăхĕсенчи инвалидсен пуçламăш организацийĕсен председателĕсем те — Аслă Чакри Галина Матвеева тата Кивĕ Вăрмарти Галина Александрова — çак ял тăрăхĕсенчи инвалидсен пурнăçне çăмăллатассипе пурнăçланă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕç.

Çавра сĕтел ĕçĕ тухăçлă иртрĕ. Унта хутшăнакансем чылайччен калаçса ларчĕç, хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарчĕç. Мероприятинче илемлĕ юрăсем шăранчĕç, Эдуард Асадовăн «Дорожите счастьем, дорожите!» сăввине те аса илчĕç. «Телей вăл — сывлăх, çывăх çыннăмăрсем юнашар пулни, пурте туслă пурăнни, сĕтел çинче çăкăр-тăвар пулни. Çавăнпа пĕр-пĕрне упрамалла, телее курма тата хаклама пĕлмелле», — тесе пĕтĕмлетрĕç пухăннисем.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика