Музыкальная школаjpg

Вăрмар округĕнче «Ачасен чĕрисене ырăлăхпа ăшăтăпăр» акци ирттересси ырă йăлана куçнă. Ăна Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа тата хевтесĕр ачасене пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ. Акцие йĕркелекенсем — Вăрмар муниципалллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ, Вăрмарти ача-пăча библиотеки тата Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕ.

Мероприятие сусăр тата хевтесĕр ачасем, ашшĕ-амăшĕсем, педагогсем, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ирина Васильева, Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăйĕн Вăрмар округĕнчи обществăлла пулăшуçи Ирина Алексеева, Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ Людмила Ефимова тухса калаçрĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх, инвалидлăх — кĕлеткене пырса тивекен пулăм кăна. Чи пĕлтерĕшли — ăс-тăн, кăмăл-туйăм енчен çирĕп пулмалла, пуçа усмалла мар, ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлама ăнтăлмалла.

Çавăн пекех вĕсем Вăрмар округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче сусăр тата хевтесĕр ачасене вĕренме тата ыттисемпе хутшăнма мĕнле условисем йĕркеленине каласа пачĕç, ачасене телей, савăнăç, ăнланулăх, пурнăçра ăнăçу сунчĕç.

Ачасем патне уява юмахри сăнар — Шапокляк карчăк — килсе çитрĕ. Вăл вăрттăн сăтăрласа ачасен праçникне пăсасшăн пулчĕ, анчах май килмерĕ, унăн çулне пÿлчĕç.

Уява килнĕ хăнасене Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем хăйсен чун ăшшине парнелерĕç. Вĕсем хаваслă юрăсем юрларĕç, музыка инструменчĕсемпе каларĕç, ташăсем ташласа савăнтарчĕç.

Мероприятире ачасен мастер-классене хутшăнма та май килчĕ. Вĕсене Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн педагогĕсемпе воспитанникĕсем ирттерчĕç.

Уяв вĕçĕнче мероприятие йыхравланă ачасене Çĕнĕ çул парнисем парса тухрĕç. Парнесем хатĕрлеме Раççей Ача-пăча фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ тата В.М. Енькова уйрăм çын предприниматель пулăшнă.

Ыркăмăллăх акцийĕнче кашни ачан чĕрине юратупа, ырăлăхпа ăшăтнă. Мероприяти унта хутшăнакансен асĕнче нумайлăха юлĕ.

Людмила ЕФИМОВА, Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика