
Урнар ялĕнче Алексей Христофоровичпа Мария Кирилловна çемйинче 1922 çулта ывăл ача çуралнă. Ăна Глеб ят панă.
Çемье йышлă пулнă. Аслă ывăл Микулай, мăшăрĕ Татьяна тата вĕсен ачисем Александр, Мария, Юля пулнă. Йăла-йĕркепе аслă ывăлăн уйрăлса тухмалла пулнă. Лартнă çуртне те тухса пурăнайман, вăрçа кайнă, тăшманпа çапăçса пуçне хунă. Çемйи çĕнĕ çурта каярахпа тухнă. Александр ывăлĕ Хусанти ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ, Шупашкарта ГЭС тунă çĕрте инженер пулса тăрăшнă. Мария хĕрĕ Сочире пурăннă. Юлия Етĕрне ачине качча тухнă, Шупашкарта поварта ĕçленĕ.
Тепĕр пиччĕшĕ — Иван. Вăл та вăрçăра пулнă. Çемьеллĕ. Тăшмана çĕнтериччен çапăçнă. Вăрçă хыççăн Юдинăра ĕçлесе пурăннă.
Варвара ятлă аппăшĕ Çĕрпÿре ĕçленĕ. Кайран Юдинăра ĕçленĕ, унтах пурăннă. Тепĕр тăванĕ Лиза пулнă. Вăл та Юдинăра ĕçлесе пурăннă. Çаксем пурте мирлĕ пурнăçа çывхартассишĕн тăрăшса ĕçленĕ.
Глеб, вăхăт çитсен, ялти шкула вĕренме çÿренĕ. Шкул вĕренсе пĕтерсен колхозра ĕçленĕ. 1942 çулта вăрçа тухса кайнă. Вăрçă хыççăн, 1949 çулта, колхозра бригадирта ĕçлеме пуçлать. Ыхраçырмари Лида Шмелевăпа паллашать. Çамрăксем часах мăшăрланаççĕ. Вĕсем ултă ача пăхса çитĕнтереççĕ: Лена — выльăх тухтăрĕ /2 ачаллă\; Люся — вĕрентекен /2 ачаллă\; Миша — агроном /2 ачаллă\; Галя — вĕрентекен /4 ачаллă\; Ира — вĕрентекен /2 ачаллă\; Юрик — инженер-механик /3 ачаллă\. Ачисем пурте аслă пĕлÿллĕ. Вĕреннĕ ĕçпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Алексеевсем ачисене çамрăклах ĕçе хăнăхтарнă. Амăшĕпе пĕрле утă çулнă, çум çумланă, хăмла çинче ĕçленĕ. Ял çыннисемшĕн тĕслĕх пулнă.
Глеб Алексеевич ĕне ферминче заведующи пулса ĕçленĕ. Ĕне сăвакансемпе пĕр чĕлхе тупса вăй хунă. Ĕнесене таканаллă çăл патне хăваласа кайса шăварнă, алăпа сунă, çапах тухăçлă ĕçленĕ. Сĕтне лашапа Никифор Иванов Чак ялне турттарнă. Сĕт сăвассипе районта малти вырăнсене йышăннă. Час-часах район пуçлăхĕсем килсе мухтатчĕç, тав çырăвĕсем парса хавхалантаратчĕç. Районтан А.Нягин салтак тумĕпе – вăрăм кунчаллă таса атăпа, кăвак галифепе, икĕ кĕсъеллĕ симĕс пиншакпа — çÿретчĕ. Пăхса тĕлĕнеттĕмĕр. Районта пуçа шлепке тăхăнаканĕ малтан Д.Е. Егоров пулчĕ. Вĕсем районти инструкторсем пулнă.
Районта Глеб Алексеевич Алексеева питĕ хисепленĕ. Хуçалăха ура çине тăратма çăмăл пулман, йăлтах алăпа тумалла пулнă. Çуркунне ирхи шăнпа пусри улăм урисенчен ферма валли улăм кайса çĕклеттĕмĕр. Халăх тăрăшнă, ĕçленĕ. Ачасене те ĕçе хăнăхтарнă.
Пенсие тухсан Глеб Алексеевич трактор паркĕнче хуралта ĕçленĕ. 1975 çулта Глеб Алексеевич Алексеев çĕре кĕнĕ. Салтакри Миша ывăлĕ те ашшĕне ăсатма вăхăтлăха килсе çитнĕ. Ял халăхĕ тăвансемпе пĕрле Глеб Алексеевича ялти масара тирпейлесе пытарнă.
Регина ЕГОРОВА, Çиçтĕпе ялĕ
