Отец Леонид

Вăрмарти благочиннăй округăн благочиннăйĕ, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра черетлĕ хут пулнă.

Леонид атте аякри çула Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан пил панипе тухнă. Çар ĕçĕсем пыракан территоринче вăл салтаксемпе тĕл пулса вĕсен чунĕсене, кăмăл-туйăмне çирĕплетнĕ.

Священник май килнĕ таран позицисем тăрăх çÿренĕ, салатксемпе калаçусем ирттернĕ, вĕсене хавхалантарма тăрăшнă, вĕсен ыйтăвĕсен татса пама пулăшнă. Çавăн пекех Леонид атте çар госпиталĕнче пулса унта сипленекен салтаксемпе тĕл пулнă. Вăл госпиталь çуртне Турă шывĕ сапса сăвапланă, молебен ирттернĕ, салтаксене Турă шывĕпе сапса тухнă, пурне те хăвăртрах сывалма суннă. Салтаксем пачăшкăпа куçа-куçăн та калаçма пултарнă.

Аса илтеретпĕр, ятарлă çар операцийĕнчи ентеш-салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ илсе çÿрекен волонтерсен чылай ушкăнĕ çула тухас умĕн йăлана кĕнĕ йĕркепе кашнинчех Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿре иртекен кĕлĕсене хутшăнса Леонид аттерен пил илеççĕ. Нумай пулмасть, акă, Вăрмар округĕнчен пирĕн салтаксем патне черетлĕ хут гуманитари пулăшăвне ăсатнă. Леонид Ермолаев протоиерей молебен ирттернĕ, çула тухакан автомашинăсене Турă шывĕ сапса сăвапланă. Вăл пирĕн салтаксене пулăшакан ырă кăмăллă çынсене пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика