
Çĕршывăмăр йывăрлăхра чухне пирĕн салтаксем мирлĕ пурнăçшăн хăйсене шеллемесĕр çапăçаççĕ. Çак çăмăл мар тапхăрта салтаксене хăйсене те пирĕн пулăшу çав тери кирлине халăх лайăх ăнланать, çавăнпа вĕсене валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса ăсатас ĕçе активлă хутшăнакансем сахал мар.
Вĕсен хушшинче — Кавал ялĕнче пурăнакан Галина Борисовнăпа Венямин Самуилович Смирновсем. Вĕсем пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ ентеш-салтаксене валли волонтерсем урлă тĕрлĕ япаласем парса яраççĕ. Сăмахран, хальхинче Смирновсем 20 мăшăр хурăн милĕк парса янă. Кашнин пулăшăвĕ пирĕн салтаксемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ.
