photo 2025 12 16 14 14 22

Налуг органĕсенче регистрациленмесĕр, сăрă рынокра саккунсăр ĕçлекенсене тупса палăртассипе, округри «вăрттăн экономикăн» аталанăвне пÿлессипе еплерех утăмсем тума май пуррине, предпринимательсемпе малашне тачăрах çыхăнса ĕçлессине сÿтсе явма Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев предпринимательсене канашлăва пуçтарчĕ. Пур налуксене тата страховани взносĕсене тÿлесе пурăнакан тÿрĕ кăмăллă предприниыфмательсемшĕн, паллах, кÿренÿллĕ килсе тухать ыттисем хăйсен тупăшне пытарса пурăнни. Вырăнти бюджетшăн та сиенлĕ çакă. Официаллă учетсăр ĕçлекенсене тупса палăртассипе ятарлă Программа хатĕрленĕ. Налуг, право хуралĕн органĕсене явăçтарса пурнăçламалла пулĕ ку Программăна.

Канашлăва Вăрмар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Олег Асмус, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Бизнес-инкубаторăн» руководителĕ Владимир Иванов, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул директорĕн заместителĕ Дмитрий Донсков тата ыттисем те хутшăнчĕç.

«2026 çул Вăрмар округĕнче Тухăçлă управленипе перекетлĕх çулталăкĕ пулĕ. Çак енĕпе йышăну алă пуснă, унта округ администрацийĕнчи управлени тухăçлăхне ÿстерессипе конкретлă задачăсене, унсăр пуçне бизнес валли предприятисенче перекетлĕхе ÿстермелли сĕнÿсене палăртнă. Йышăнупа килĕшÿллĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи тата уйрăм çынсен секторĕнчи пур процессене те оптимизацилемелле. Округшăн тăкакланакан кашни тенкĕ пысăк усă кÿтĕр тесе тăрăшатпăр. Бизнесшăн çакă тăкаксене чакарса рессурсемпе тухăçлă усă курмалли условисем туса хурассине, рынокри конкурентлăха ÿстерессине пĕлтерет», - терĕ хăйĕн сăмахĕнче Василий Шигильдеев.

Канашлăва пухăннă предпринимательсене 2026 çулхи бюджет йĕркеленĕвĕпе, бюджет укçине ăçта тăкаклассипе финанс пайĕн начальникĕ Ольга Ананьева паллаштарчĕ. «2026 çулта мĕнлерех ыйтусем малта пулассине, укçана ăçта тăкаклассине, законодательствăри улшăнусене, ман шутпа, предпринимательсен пур информацие те пĕлсе тăмалла. Çитес çул эпир инфратытăм, вак тата вăтам бизнес аталанăвне, социаллă программăсене пурнăçласси çине чылай укçа-тенкĕ яма планлатпăр. Бюджет укçи-тенкине уйăрнă чухне сирĕн шухăшăрсене эпир яланах шута илме хатĕр», - палăртрĕ Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев предпринимательсем умĕнче.

Канашлура çавăн пекех предпринимательсен клубне йĕркелесси пирки калаçрĕç, унта пуçарулăх бюджечĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явма май пулĕччĕ. Çавăн пекех округ администрацийĕпе бизнеса пĕрле тачăрах çыхăнура пулма, бюджет йĕркеленĕ чухне предпринимательсен сĕнĕвĕсене шута илме майсем парĕччĕ.

«Вăрмар округĕн территорийĕнче «вăрттăн экономикăпа» кĕрешме эпир ятарлă программа йышăнтăмăр. Çакăн пек йышăну Чăваш Республикинче пĕрремĕш. «Вăрттăн экономика» бюджета укçа-тенкĕ кĕртмест, унсăр пуçне тÿрĕ кăмăллă предпринимательсемшĕн тан мар условисем туса хурать. Пирĕн тĕллев — рынока витĕр курăнакан тата ултавсăр конкуренципе тивĕçтересси, кашни предпринимательшĕн аталанма пĕр пек условисем пулччăр. Бизнесри саккунсăр схемăсене тупса палăртассипе, вĕсен ĕçне пÿлессипе эпир налук, право йĕркин хуралĕн органĕсемпе активлă ĕçлеме палăртатпăр. Хисеплĕ предпринимательсем, пирĕн пĕрлехи ĕç ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама май парасса, Вăрмар тăрăхне аталантарма пулăшасса шанатăп», — терĕ Василий Викторович.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика