
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регион шайĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва тимлессипе Хушу алă пуснă. Вăл ятарлă йышăну тăвиччен вăйра пулĕ.
Тунтикун пилотсăр вĕçекен аппаратсем массăллă тапăннине пула республикăра 14 çын шар курнă тата 15 çурт сиенленнĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, 20 миллион тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ.
Чăваш Республикинчи Чрезвычайлă лару-тăру министерстви пулса иртнĕ пулăм хыççăнхи лару-тăрăва ликвидацилессипе вăй хурать. Ятарлă службăсем хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ. Шар курнă çынсене кирлĕ пулăшупа туллин тивĕçтереççĕ.

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: «Мĕнпур ĕçсене васкавлă пурнăçлани сиенленнĕ объектсене юсама тăкакланă укçа-тенкĕне хăвăртрах компенсацилеме, шар курнă кашни çынна адреслă пулăшу пама май парать.
Тăшмансен пилотсăр вĕçекен аппарачĕсем тапăннине пула, шел пулин те, 14 çын инкек тÿснĕ. 7 çын пирĕн больницăсенче медицина пулăшăвĕ илеççĕ, тепĕр 7-шĕ, çав шутра пĕр ача, килте сипленеççĕ. Вĕсемпе пирĕн чи лайăх специалистсем ĕçлеççĕ, пурне те эмелсемпе тивĕçтернĕ. Психологи пулăшăвĕ те кÿретпĕр. Инфратытăма йĕркене хăвăрт кĕртме тата çак инкекпе куçа-куçăн тĕл пулнă çынсене пулăшма лару-тăрăва контрольлесех тăратпăр».
Олег Николаев Чăваш Республикинче пурăнакансене лăпкă пулма тата официаллă çăлкуçсенчи информацие кăна шанма чĕнсе каланă.
ЧР ПА пресс-служби
