
Çĕнĕ техника — аграрисемшĕн ăнăçуллă ĕçĕн никĕсĕ. Паянхи кун тĕреклĕ хуçалăхсем бизнес, экономика, ĕç процесĕсемпе ресурсĕсене оптимизацилес тĕлĕшĕнчен тÿрре кăларакан универсаллă, пысăк тухăçлăхлă техника суйласа илеççĕ. Çакна пулах предприяти аталанăвĕпе çыхăннă тĕллевсене те пурнăçлаççĕ.
Республикăри пысăк хуçалăхсемпе çыхăну тытса тăракан, çĕнĕлĕхсемпе тан пыракан Геннадий Николаевич Ямуков фермер та хуçалăхри машинăпа техника паркне çулсеренех çĕнетсе тăрассипе тăрăшать. Нумай пулмасть акă, хуçалăха Ростов облаçĕнчи «Ростсельмаш» комбайн заводĕнче туса кăларнă çĕнĕ трактор илсе çитернĕ. Хальхи йышши техникăн мăнаçлăхĕ 430 лаша вăйĕпе танлашать. Хакĕ — 16 миллион та 500 пин тенкĕ. Ăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви урлă патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çăмăллăхлă кредитпа туяннă, 45 процентне субсиди парса пулăшĕç хуçалăха.
Тракторсăр пуçне тата 5 миллион та 373 пин тенкĕлĕх çĕнĕ AMAZONE сеялка та туяннă «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕ. Сеялкăна Самара хулинчи «АМ-Техника» производство предприятийĕнче туса кăларнă. «Çунана çулла, урапана хĕлле хатĕрле», - текен каларăша тĕпе хурса икĕ çĕнĕ техники те çитес çулхи çуракине кĕтеççĕ халĕ хуçалăхра.
«Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕ паянхи кун ура çинче çирĕп тăракан хуçалăх, районта, республикăра тĕш-тырă тата çĕрулми çитĕнтерессипе лидерсен йышĕнче. Пĕртăвансем — пиччĕшĕпе шăллĕ Геннадий Николаевичпа Валерий Николаевич Ямуковсем хăйсем тавра шанчăклă коллектив йĕркелесе чылай çул сумлă ĕç тытса пыраççĕ. Малашне те аталану çулĕпе пыма ăнăçу сунатпăр хуçалăха!
Эвелина МИХАЙЛОВА
