День героев

Декабрĕн 9-мĕшĕнче Раççейре Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунне паллă турăмăр. Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртекен йăлана кĕнĕ «Пĕлтерĕшлĕ калаçусем» /«Разговоры о важном»\ занятисенче çак уява халалласа «Раççей — çĕнтерÿçĕсен çĕршывĕ» темăна сÿтсе явнă.

Уроксене иртсе кайнă тахăрсенчи паттăр ĕçсене кăна мар, пирĕн халăхăмăрăн паянхи кунхи паттăрлăхне, çирĕплĕхне, хăюлăхне те халалланă. Ачасем хăйсен класс руководителĕсемпе пĕрле «çĕнтерÿçĕ» сăмахăн пĕлтерĕшне тишкернĕ. Çапăçу хирĕсенче мухтавлă ĕçсемпе палăракансем те, ăслăлăхра, спортра, пултарулăхра çĕнтерÿсем тăвакансем те, кунран-кун çывăх çыннисене пулăшакансем те, суйланă ĕçре чуна парса ĕçлекенсем те — пурте вĕсем çĕнтерÿçĕсем.

Вĕренекенсенчен чылайăшĕ презентацисем хатĕрленĕ, хăйсен çемйисенчи паттăрсем çинчен каласа панă. Занятисенче ĕмĕрлĕхех Раççей историйĕнче юлнă паттăрсен ячĕсене — Александр Невскипе Михаил Кутузовран пуçласа Тăван çĕршывăмăра Аслă Отечественнăй вăрçăра хÿтĕленĕ паттăрсем таран — аса илнĕ. Хальхи самана паттăрĕсене — çар служащийĕсене, çăлавçăсене, тухтăрсене, волонтерсене, ученăйсемпе спортсменсене — тимлĕх уйăрнă.

Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунĕнче Вăрмар поселокĕнче те торжествăллă мероприятисем иртнĕ. Унта хутшăнакансем Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул территорийĕнчи Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен аллейинче, военкомат пулнă çурт стени çинчи А.С.Казаковпа П.П. Порфирьевăн асăну хăмисем умне, Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чĕрĕ чечексем тата гирляндăсем хунă.

Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунĕ — пирĕн çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне панă паттăрсене эпир хисепленине тата вĕсемпе мăнаçланнине палăртакан дата. Эпир кашни паттăра тата вĕсен вилĕмсĕр ĕçне асра тытатпăр.

Ирина ДАНИЛОВА

Сăн ÿкерчĕк авторĕ — Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика