Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕ 71-мĕш чемпионатăн талисманне çирĕплетнĕ. Вăл — виçĕ упа. Чемпионат Шупашкарта нарăсăн 28-мĕшĕнчен пуçласа пушăн 1-мĕшĕччен пырĕ.

Хĕрлĕ тата кăвак тĕслĕ самбо форми тăхăннă упасен çемйине Раççейри дизайнерсен союзĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Александр Астраханцев шухăшласа кăларнă.

Дизейнер виçĕ сăнара ахальтен суйламан: чемпионат программине самбăн виçĕ дисциплинине кĕртнĕ. Упа-ашшĕ — арçынсен, амăшĕ — хĕрарăмсен тĕсне пĕлтерет. Упа çури — самбăн чи çамрăк дисциплинине, çар самбине. Упасене полиграфи тата сувенир продукцийĕ çинче курма пулĕ.

Шупашкар пĕрремĕш хут самбо енĕпе Раççей чемпионатне йышăнать. Кĕрешÿсем «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче иртĕç. Ăмăртăва çĕршыври пĕр пин ытла вăйлă спортсмен килмелле. Виçĕ кунта медальсен 27 комплектне выляттарĕç. Турнир вĕçĕнче çĕршыв чемпионĕсене палăртĕç. Çавăн пекех нацисен пĕрлештернĕ командинчи вырăнсене пайлĕç.

www.hypar.ru

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика