Активлăхпа палăрса тăракан волонтерсем Вăрмар районĕнчи культура çуртĕнче пухăнса Раççей салтакĕсем — ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем валли маскировка сеткисем çыхаççĕ.
Маскировка сеткисем салтаксемшĕн бронежилет тата каска пекех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене çыхасси — тимлĕ тумалли ĕç, унта ятарлă материалсем кирлĕ, вĕсен хакĕ те йÿнех мар. Ку ĕçе чунри чи ырă туйăмсемпе алă вĕççĕн пурнăçланăран маскировка сеткисем шанчăклă хÿтĕлев хатĕрĕ пулса тăраççĕ.
Вăрмар районĕнчи культура çуртĕнче маскировка сеткисем çыхма 2024 çулхи ноябрь уйăхĕнче пуçăннă. Икĕ сменăпа тăрăшаççĕ. Харăсах 10 çын таран ĕçлет: кам лента касать, кам сетка карса хурать, кам çыхать, туслă командăпа вăй хураççĕ. Вĕсен хушшинче пенсионерсем те, педагогсем те, служащисемпе медицина ĕçченĕсем те пур. Маскировка сеткисем çыхакан волонтерсен ĕçне Вăрмар муниципаллă округĕн Обществăлла палатин председателĕ Людмила Николаевна Голубева йĕркеленĕ.
«Эпир хамăрăн салтаксене пулăшма яланах хавас. Маскировка сеткисем çыхса Çĕнтерĕве тÿпе хывасса шанатпăр. Çĕршывшăн çăмăл мар тапхăрта пĕрлĕхре пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ, пĕрле кăна эпир Çĕнтерĕве çывхартма пултаратпăр. Тĕрĕс çыхнă маскировка сетки хаклă çар техникине тата нимĕнле хакпа виçме çук çынсен пурнăçне хăтарса хăварма пулăшать», — теççĕ ăста алăллă хĕрарăмсем. Хатĕр сеткăсене тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕ салтаксем урлă та, ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна гуманитари пулăшăвĕ турттаракан пуçаруллă ушкăнсенчен те парса яраççĕ.
Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕсем Вăрмарти культура çуртĕнче маскировка сеткисем çыхакансемпе кашни эрнерех информаци ĕçĕ ирттереççĕ, актуаллă информаципе паллаштараççĕ, çав шутра «Хĕрлĕ ялав» хаçатра тухакан материалсене те сÿтсе яваççĕ /сăн ÿкерчĕк çинче/.
Римма ИВАНОВА, Вăрмарти тĕп библиотекăн ертсе пыракан библиотекарĕ
