2025 çулта Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче тата регионти цифра платформисенче «пурнăçри лару-тăрусене» /жизненные ситуации/ хута ярассипе плана туллин пурнăçланă. Паянхи кун граждансем федераци шайĕнчи 70 «лару-тăрупа» тата регион шайĕнчи 425 «лару-тăрупа» усă курма пултараççĕ — вуза вĕренме кĕрессинчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухасси таран. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ тата патшалăхăн цифра сервисĕсем «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн аталанаççĕ. Вĕсен ĕçне РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ — Правительство Аппарачĕн Руководителĕ Дмитрий Григоренко тимлесе тăрать.

«Пурнăçри лару-тăрусем» — патшалăх пулăшă­вĕсен тытăмĕн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ. Вăтамран кашни сервис патшалăхăн 17 пулăшăвне, пĕр тĕллев­пе çыхăнса тăраканскерсене, пĕрлештерсе тăрать. Вĕсене комплекслă, «пĕр чÿрече» мелĕпе илме пулать. Патшалăхăн информаци тытăмĕсенче даннăйсем упраннипе задачăсене татса парас вăхăт кĕскелет, граждансен тĕрлĕ-тĕрлĕ документсемпе хутсем пуçтармалла мар, ведомствăсене килсе çÿремесен те юрать.

«Паянхи кун çынсем хăйсен ыйтăвĕсене Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи «пурнăçри лару-тăрусемпе» усă курса çăмăллăнах татса пама пултараççĕ. Унчченхи çулсенче темиçе сехет, кун е уйăх иртнĕ пулсан, халĕ дистанци мелĕпе ĕçлеме пулать. Сервиссен тематики тĕрлĕ сферăсене ярса илет — «Ача çуралнинчен» тата «Налук укçин пайне тавăрассинчен» пуçласа «ИТ-компани уçасси» тата «Манăн килти чĕрчун» сервис таранах», — палăртать Дмитрий Григоренко.

2025 çулта федераци шайĕнчи чи анлă усă курнă «пурнăçри лару-тăру» — «Аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕресси» пулса тăнă. Унпа Раççейре пурăнакан 10 млн çын усă курнă. «Налук укçин пайне тавăрасси» сервиспа — 4 млн ытла çын. «Ултавçăсенчен интернетра хÿтĕленесси» «пурнăçри лару-тăрупа» — 3 млн ытла çын. «Тивĕçлĕ канăва тухасси» сервис шайĕнче 2 млн çын пулăшу илнĕ, «Нумай ачаллă çемье» «пурнăçри лару-тăрупа» 1 млн çын усă курнă.

Уйрăмшар цифра сервисĕсенчен «пурнăçри лару-тăрусем» патне куçни — патшалăх пулăшăвĕсене кÿмелли тытăмăн комплекслă трансформацийĕн результачĕ. Пурнăçра ку е вăл лару-тăру сиксе тухсан пулăшусене тÿрех онлайн кÿрессине аталантарса пыраççĕ. Унсăр пуçне пулăшусен пахалăхĕн пĕрлехи стандарчĕсене, пулăшусен результачĕсемшĕн ведомствăсем яваплă пулассине ĕçе кĕртеççĕ.

2026 çулта Патшалăх пулăшăвĕсен тата «пурнăçри лару-тăрусен» порталне аталантарас ĕç малалла тăсăлĕ.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика