Вăрмар округĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене гуманитари пулăшăвĕ кÿрес ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Маскировка сеткисем, алсиш-нуски çыхса, окоп çуртисем хатĕрлесе, çăмăл мар условисенче салтаксене çав тери кирлĕ япаласем пуçтарса парса яраççĕ, укçа-тенкĕпе те пулăшаççĕ.
Шăхаль ялĕнче пурăнакансем вара СВО участникĕсене валли шлем çине тăхăнтармалли маскировка хатĕрĕ — нашлемник — çыхма тытăннă. Ыркăмăллăх ĕçне ялти культура çуртĕнче пухăнса пурнăçлаççĕ. Активистсем хушшине: Людмила Степанова, Юлия Протопопова, Елизавета Поршева, Зоя Медведева, Ирина Чернова, Надежда Разумова, Алефтина Федорова /сăн ÿкерчĕк çинче/.
Нашлемник — салтаксен экипировкин пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Квадрокоптерсем çынна çÿлтен çăмăллăнах тупса палăртма пултараççĕ, çавăнпа нашлемник кашни салтака çав тери кирлĕ. Вăл çапăçусем пыракан территорисенче тăшманран пытанма пулăшать.
Нашлемник хатĕрлес тесен питĕ тĕплĕ тата тимлĕ ĕçлемелле. Шăхальсем маскировка нашлемникĕ çыхас техника вăрттăнлăхне алла илнĕ. Чи малтан вĕсем нашлемник каркасне çыхаççĕ, унтан материалне лентăсем туса касаççĕ, мĕнле тĕспе çыхмаллине суйлаççĕ. Тĕпрен илсен, камуфляж тĕссемпе усă кураççĕ. Нашлемнике маскировка сеткине çыхнă пек çыхаççĕ. Ăна шлем çине тăхăнтармалла, резинкăпа туртса çыхса хумалла.
«Пирĕн тĕллев — нашлемниксене ÿсентăран евĕрлĕ çыхасси, салтаксем вĕсене тăхăнсан тавралăхра ан палăрччăр, чĕрĕ-сывă пулччăр», — теççĕ пирĕн тăнăçлăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн хăйсене шеллемен хăюллă салтаксене — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшакансем. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.
Палăртмалла, нашлемниксем çыхса хатĕрлеме материал яланах кирлĕ, çавăнпа Шăхаль ялĕн активисчĕсем ыттисене те ыркăмăллăх ĕçне хутшăнма тата пулăшма чĕнсе калаççĕ.
Нашлемник çыхнисĕр пуçне шăхальсем окоп çуртисем те хатĕрлеççĕ, ăшă нускисем те çыхаççĕ. Çак кунсенче кăна-ха вĕсем пирĕн салтаксене валли СВО волонтерĕсем урлă окоп çуртисемпе çăм нускисен тата нашлемниксен пысăк партине парса янă.
Ирина ДАНИЛОВА
